Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирпӗнчӗ (тĕпĕ: сирпӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лариван алӑк патне ыткӑнчӗ, пӑтари кӗрӗкне, ҫӗлӗкне васкаса вӗҫертсе илчӗ те пӳртрен тухса сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Макҫӑм алӑк патне сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак шухӑшпа вӑл, укҫа шыранӑ пек туса, алӑк патнелле упаленсе пычӗ те: — Тӑвансем, пӗтрӗмӗр! Кунта вилӗ пур! — тесе пӳртрен тухса сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ малалла сирпӗнчӗ, пуртти аллинчен тухса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ ҫӑмха пек кайса сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ак ҫапла!.. — кач! тутарчӗ Улька ҫӑка тураттине, вӑшт ҫеҫ касӑлса сирпӗнчӗ турат.

Куҫарса пулӑш

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫапла вӑл, хӗрарӑм, тин ҫеҫ пулас ачана кӗтсе кулатчӗ, сасартӑк упӑшкишӗн тунсӑх вӗҫсе пырса хупларӗ те куҫӗсенчен куҫҫуль сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та доярка ун ҫине ҫиллессӗн пӑхса илчӗ, куҫӗсенчен вут-хӗм сирпӗнчӗ, ҫавӑнпа кӗтмен хӑна ҫухалсах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак вӑхӑтра умри шыв чалт! туса сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Типӗ вутӑ ҫатӑртатса ҫунчӗ, кӑвар чӑлт та чӑлт сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑтаннипе вӑл ухмаха ернӗ ҫын евӗр кабинетран тухса сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Йытӑ ҫури ҫав самантрах хӑй ларакан вырӑнтан сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӗлт! кӑна ҫенӗкелле сирпӗнчӗ Арлашкин.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ӗлӗкхи савни! — кухньӑран хура куҫ харшине авкалантарса тухнӑ Тамара Герасим Федотович ҫине чалӑшшӑн пӑхса тӳрех ҫенӗкелле сирпӗнчӗ, хӑйӗнпе пӗрле кушак та йӑкӑртатнине асӑрхайманскер, унӑн хӳрине алӑкпа хӗстерчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хайхискер вӑрман хӗррине ҫитерехпе темрен шикленсе тӑпах чарӑнчӗ те, пуҫне айккалла-майккалла пӑркаланӑ хыҫҫӑн вӑштах каялла сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑрман хӗрринелле чӑнах такам килет пуль тесе алла самантлӑха лӗнчӗлетрӗм те, ытамран пулӑ пекех ҫӑмӑллӑн вӗҫерӗнсе Глафира ватӑ вӗрене хыҫнелле сирпӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Витрери шыв ман шӑлавар ҫине сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Малтанхи йӗтре пулемет ячейкинчен пӗр вунӑ метр аякра хашлатса ҫурӑлчӗ, чул-тӑпра таҫта ҫити сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Пуҫ купташки ҫӗр чӗтреннӗ пек кисренсе илчӗ, пит-куҫран вут-хӗм чалтӑртаттарса сирпӗнчӗ, ҫавна пула эпӗ, хама хам пуҫтарса чӑмӑртама ӗлкӗрейменскер, пӗр кана тӑнтанланса, сӗлкӗшленсе, чикӗ юпи пек чӗмсӗррӗн хытса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Кӗпер ҫинчен тухсан, Аркадий сулахаялла варт! пӑрӑнчӗ те, урипе шуҫкаласа-ярӑнкаласа, хӑйӑра тӗксе тикӗсленӗ, тимӗр-бетон плиткӑсем сарса ҫирӗплетнӗ тайӑлчӑк валпа (анапа) аялалла сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех