Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫамрӑклӑх каллех хӑйӗн симлӗ тӑвӑлӗсемпе таврӑнасшӑн мар-и ман патӑма, е вӑл, асӑнмалӑх, юлашки хут ҫаврӑнса пӑхса, юлашки парне хӑварни ҫеҫ-и?
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ансӑр сукмакпа Елисаветински Ҫӑл куҫӗ патнелле хӑпарнӑ май, эпӗ арҫын ушкӑнӗнчен иртсе кайрӑм, вӗсен хушшинче штатскисемпе ҫар ҫыннисем те пур, кайран пӗлтӗм эп вӗсем симлӗ шывшӑн ҫунакан этемсем хушшинче хӑйне евӗр уйрӑм виҫере тӑраҫҫӗ иккен.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӗвеланаҫӗнче пилӗк тӑрӑллӑ Бешту кӑвакарса ларать, «палланӑ тӑвӑлӑн юлашки пӗлӗчӗ» пек, ҫурҫӗр енче перссен ҫӑмламас ҫӗлӗкӗ евӗрлӗ Машук тӑвӗ ҫӗкленет, ҫак енчи тӳпене вӑл пӗтӗмӗшпех хупӑрласа илнӗ; хӗвелтухӑҫнелле пӑхма савӑнӑҫлӑрах: ман умра аяларахра вӗр-ҫӗнӗ хула тӗрленсе ларать, симлӗ ҫӑл куҫӗсем юхаҫҫӗ, тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑх шавлать, — лере тата, катара, амфитеатр пек кӗпӗрленсе, кӑвакарса, тӗтреленсе тусем тӑсӑлаҫҫӗ, тавра курӑм хӗрринче юрпа витӗннӗ ту тӑррисен кӗмӗл тӗпекӗ тӑсӑлать.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӑвӑнпа пӗрле, аслӑ Пике-шывӑмӑр, пӗтӗм тупрӑна лартса пыр: пуҫтар ӑна симлӗ улӑхӑсенчен; суйла илпеклӗ ҫаранӑсенчен, кӗрпеклӗ тӑпру та хамӑрпа пӗрле ларса пырайтӑр…
XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Уҫӑлтаракан симлӗ сывлӑш та ҫурхи хӗвел Юрдана чӗрӗ вӑй кӗртнӗ пек пулчӗ.
III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӗсен самантлӑ ҫыхӑнӑвӗ тахҫан татӑлнӑ пулин те, тухтӑра ҫӑлса хӑварас тенӗ симлӗ хӑватне ҫитернӗ-ҫитернех иккен, — бей арӑмӗ хӑйӗн упӑшкине ҫав айӑпсӑр Соколова ирӗке кӑларма ӳкӗтлесе, К. хулинчи пуҫлӑхсем урлӑ ӗҫ ҫӳреттерме тытӑнчӗ.
I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
- 1