Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Ҫывӑх ҫыннуна мӗн те пулин кивҫен парсассӑн, ун патне салук илме кайсассӑн, килне ан кӗр, 11. урамра кӗтсе тӑр, эсӗ кивҫен панӑ ҫын вара хӑйӗн салукне урама илсе тухса парӗ; 12. эхер те вӑл чухӑн ҫын пулсассӑн, эсӗ унӑн салукне ху ҫывӑрма выртиччен [хӑвӑн патӑнта] тытса ан тӑр; 13. хӗвел анса ларнӑ чухне ӑна салукне каялла тавӑрса пар: вӑл хӑйӗн тумтирӗпе ҫывӑрма вырттӑр та сана ырӑ сунтӑр — ҫакӑ санӑн хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче тунӑ тӳрӗ ӗҫ шутланать.
Аст 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗр ҫӗр аллӑ тенкӗ пухсан, вӑл та, салук илсе, кивҫен пама пуҫланӑ, упӑшкинчен чылай теветкеллӗрех ӗҫленӗ, темиҫе хут инкек те курнӑ; темӗнле ултавҫӑ салука паспорт хурса, унран 5 тенкӗ кивҫен илнӗ, — паспорчӗ вӑрланӑскер пулнӑ, вара, вӑл ӗҫрен тасалас тесе, Марья Алексевнӑна тепӗр 15 тенкӗ тӑккалама тивнӗ; тепӗр ултавҫӑ, ылтӑн сехет хурса, 20 тенкӗ кивҫен илнӗ, — сехетне вӗлернӗ ҫын аллинчен вӗҫертсе илнӗ пулнӑ, вара, ҫав ӗҫрен тасалас тесе, Марья Алексевнӑн чылаях укҫа тӑккалама тивнӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӳлӗме урӑх никама та кӗртесшӗн мар вунӑ тенкӗ салук парса хӑварчӗ те каялла таврӑнчӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Салук вырӑнне хӑйӗн ылтӑн япалисене сӗннӗ.
«Ылтӑнпа» тӳлетпӗр... // Ольга АНДРИЯНОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 12 с.
Хыснаран салук укҫине каялла эсӗ сакӑр пин тенкӗ илме тивӗҫ; утӑшӑн, ӑна хӑв шутланӑ тӑрӑх та ҫичӗ пин пӑт сутма пулать, — хӗрӗх пилӗкшер пус хуратӑп, — эсӗ виҫӗ пин илетӗн; ҫапла вара, санра укҫа пӗтӗмпе мӗн чухлӗ пулать?
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Салук шучӗпе вӑл чӑхха лексе вӗлернӗ ухӑ йӗппине илсе юлчӗ.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Ку укҫаран пӗр виҫӗ пинӗ хозяйкӑн хӑйӗн пулнӑ, унтан ытла мар; ыттисем хутшӑнса пыни хозяйкӑна сиенлемен: Павел Константиныч салук илсе кивҫен парса тӑнӑ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл фольгаран касса кӑларнӑ парне укҫисене чӗртсе ҫунтарчӗ, икӗ тенкелпе хӑшпӗр тумтирӗсене салук шучӗпе хурса, Шань-сы валли икӗ юань укҫа тупрӗ: пулӑшакансене валли кучченеҫ хатӗрлемелле-ҫке-ха.
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.
14. Эхер те камӑн та пулин ывӑл ҫуралсассӑн, ҫавӑ ашшӗ тӑвакан пӗтӗм ҫылӑха курса та ун пек тумасассӑн: 15. тусем ҫинче чӳк парни ҫимест пулсан, Израиль килӗн йӗрӗхӗсем ҫине пӑхмасть пулсан, тӑванӗн арӑмне ирсӗрлемест пулсан, 16. ҫынна хӗсӗрлемест пулсан, салук илмест, вӑйпа туртса илмест пулсан, выҫӑ ҫынна ҫӑкӑр парать, ҫарамас ҫынна тумтир тӑхӑнтартать пулсан, 17. аллине мӗскӗне кӳрентересрен чарать пулсан, услам илмест, ытлашши илмест пулсан, Манӑн йӗркемсене туса тӑрать пулсан, Манӑн ӳкӗтӗмсем тӑрӑх пурӑнать пулсан, ҫав ҫын ашшӗ ирсӗрлӗхӗшӗн вилмест; вӑл чӗрӗ юлать.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ют ҫыншӑн ҫӑка кӗрекенрен кӗпине саклата ил; унран ют ҫӗршыв хӗрарӑмӗшӗн те салук ил.
Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ют ҫыншӑн ҫӑка кӗрекенрен кӗпине саклата ил; унран аякран килнӗ ҫыншӑн та салук ил.16. Возьми платье его, так как он поручился за чужого; и за стороннего возьми от него залог.
Ытар 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эхер те хӑвӑн ҫывӑх ҫыннунтан салук тумтир илсе юлсассӑн, ӑна хӗвел анса лариччен тавӑрса пар, 27. мӗншӗн тесессӗн вӑл — унӑн пӗртен-пӗр витӗнкӗҫӗ, унӑн ӳтне витсе тӑракан тумтирӗ: унсӑр вӑл мӗн витӗнсе ҫывӑрӗ? вӑл Мана тилмӗрсе йӑлӑнӗ те, Эпӗ илтӗп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ырӑ кӑмӑллӑ.
Тух 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл: сана мӗнле салук парса хӑварас? тенӗ.
Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Фамарь: ӑна парса яриччен салук парса хӑварӑн-и? тенӗ.
Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Амӑшӗ салук илсе укҫа кивҫен парать, хыв брошкуна.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1