Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

репродуктивлӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ гинекологӑн хальхи оборудованипе пуян уйрӑм кабинетӗнче хӗрарӑмсен репродуктивлӑ сывлӑхне хаклама тата асӑрхаттару профилактикине — хӗрарӑм чирӗсене 18 ҫултанпа профилактика енӗпе пӑхса тухатӑп.

Куҫарса пулӑш

Чун туртнипе врач профессине суйланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... an-3930318

Репродуктивлӑ сывлӑх пӑсӑлнин сӑлтавӗсем чылай, ҫав шутра сахал хускални, сиенлӗ йӑласем, стресс, вӑхӑтра тупса сиплемен инфекцисем, хӑш чухне тата ҫуралсанах пулнӑ патологисем.

Куҫарса пулӑш

Репродукци сывлӑхӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/08/30/%d1%80%d0 ... 88%d0%bbe/

Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа Канашри тӗп район больницинче 811 ҫыннӑн репродуктивлӑ сывлӑхне тӗрӗсленӗ, ҫав шутра 560 хӗрарӑм тата 255 арҫын.

Куҫарса пулӑш

Репродукци сывлӑхӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/08/30/%d1%80%d0 ... 88%d0%bbe/

Ҫемье ҫулталӑкӗнче репродуктивлӑ сывлӑх диспансеризацийӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Репродукци сывлӑхӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/08/30/%d1%80%d0 ... 88%d0%bbe/

Кӑҫал 2,2 пине яхӑн хӗрарӑмӑн репродуктивлӑ сывлӑхне тӗрӗсленӗ те ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Чир-чӗр ҫулне пӳлет // Э.КУЗНЕЦОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %b5%d1%82/

Репродуктивлӑ ҫулсенчи ҫынсен сывлӑхне тӗрӗслесех тӑни чир-чӗре маларах тупса палӑртма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Чир-чӗр ҫулне пӳлет // Э.КУЗНЕЦОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %b5%d1%82/

Кунта ӗнтӗ хӗрарӑмсемпе арҫынсен репродуктивлӑ сывлӑхне тӗрӗслесси те тӗп вырӑнта.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗпе ачасене — тимлӗх // Ирина СМИРНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... bbe%d1%85/

Ҫамрӑксен репродуктивлӑ утӑмӗсене витӗм кӳрекен факторсене (психологиллӗ, биологиллӗ тата социаллӑ) тупса палӑртмалла тата ытти те.

Выявлять психологические, биологические и социальные факторы, влияющие на репродуктивное поведение молодежи и т. д.

Улпутсем хӗрарӑмсене ҫуратма калаҫтарни ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1419

Урӑхла каласан арлӑх, ӳсӗм, мӑшӑрланура тӑни, вӗренӳ шайӗ, кил хуҫалӑхӗн тытӑмӗ, пурнӑҫа тытса пымалли ҫӑлкуҫ, экономикӑна пуҫаруллӑ хутшӑнни, наци, гражданлӑх, чӗлхе пирки пӗлтернисӗр пуҫне репродуктивлӑ тӗллевсем ҫинчен - миҫе ача пулни тата вӗсен йышне ӳстерме ӗмӗтленнин сӑлтавӗ, кун-ҫула тытса пымашкӑн кансӗрлекен чир-чӗрпе нушаланни, ҫавна пула пулӑшу кирли, инвалидлӑх ушкӑнӗ пурри ҫинчен хуравлама тивет.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех