Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтӗркелерӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карттусне малтан алӑра йӑваласа пӗтӗркелерӗ, унтан чӗркуҫҫи ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

— Эп сана тахҫантанпах сӑйласшӑнччӗ, хӑта, — хура мӑйӑхне пӗтӗркелерӗ вӑл, — Ӗҫтермелӗх вӑй пур ман, анчах, ху пӗлен, малтанах хирӗҫкелесе илтӗмӗр те, сан патна килме аван мар пекчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавна пӗлетне эсӗ? — мӑйӑхне пӗтӗркелерӗ Тимуш.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Тахҫан-и? — мӑйӑхне пӗтӗркелерӗ Тимуш.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кирик тӳрленсе тӑрса мӑйӑх вӗҫне пӗтӗркелерӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Упӑшки ӑҫта ӗҫлет унӑн? — сигаретне пӳрнисем хушшинче пӗтӗркелерӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотович ассӑн сывласа плащ кӗсйинчен пирус туртса кӑларчӗ, ҫӑвара хыпас-и, хыпас мар-и тесе ӑна пӳрнисем хушшинче пӗтӗркелерӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Шумилов ҫӑра куҫ харшисене пӗрчӗ, хура мӑйӑхне пӗтӗркелерӗ; унӑн куҫӗсенче темӗнле хаяр хӗлхем йӑлтӑртатса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Чапаев дивизинче чух ун пек мар шӑршлисене ӗҫеттӗмӗр, Колчак офицерӗсене туранӑ чух… — мӑйӑхне пӗтӗркелерӗ Капранов.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сӑпани каллех тутӑр шереписене пӗтӗркелерӗ те: — Тен, ҫав ҫын Совет влаҫӗн тӑшманӗ пулмасан? Нивушлӗ пирӗн ялта унашкал ҫын пур-ши тетӗп-ҫке… — терӗ ытарлӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани хӗрелсе кайрӗ, чечеклӗ шурӑ тутӑрӗн шереписене пӗтӗркелерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӗтел ҫиттине пӳрнисемпе канӑҫсӑррӑн пӗтӗркелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Халӗ те — хӑйӗн пӗтӗм ырхан пӗвӗпе тайӑлса илчӗ, сухалне пӗтӗркелерӗ.

И сейчас изогнулся всем тощим своим телом, подкрутил усики.

XXXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Гайдук аллипе хӑйӗн ҫӳлти мӑйӑхне пӗтӗркелерӗ, унтан лаша кӗҫеннӗ чухнехи пек сасӑ кӑларса шӑл витӗр темле сӑмах каларӗ.

Гайдук завил рукою верхние усы и пропустил сквозь зубы звук, несколько похожий на лошадиное ржание.

XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Гусев мӑйӑхне хиврен пӗтӗркелерӗ — айккинелле те ҫӳлелле.

Гусев решительно закрутил усы — торчком.

Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Евсеич пӗрре хӑйӗн кепкине тытса лутӑркарӗ, тепре ӑна пуҫӗ ҫинелле ывӑтса тӑхӑнчӗ, унтан каллех хывса илсе унӑн тӑрринчи тӳмине пӗтӗркелерӗ; пӑлханса кайнипе аллисем шӗвӗр сухалне те канӑҫ памарӗҫ; вӑл чӗлӗмӗ ӑшне табак тултарма манса кайсах ӑна чӗртме тӑчӗ, вара ӑна каллех кӗсйине чиксе хучӗ.

Евсеич то мял кепку в руках, то набрасывал ее на голову, то снова снимал и теребил за пуговку; в волнении руки не давали покоя и клинышку бородки; он пробовал зажечь спичкой трубку, забыв набить табаком, и снова совал ее в карман.

Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.

Сехӗрленсе хытса кайнӑ хӗрарӑмсем патне ҫитсен, салтаксенчен пӗри, — ҫи-пуҫӗсенчен пӑхсан — аслӑраххи пулмалла, пӗлӗм пек, сӑмсасӑр картузӗ патне аллине ҫӗклерӗ, таракан тӗслӗрех каҫӑр мӑйӑхне пӗтӗркелерӗ, типшӗм питҫӑмартисене хӑпартрӗ те какӑрнӑ чухнехи пек хулӑн сасӑпа: — Мо-оэн! — тесе мӑрӑлтатрӗ.

Поравнявшись с бабами, окаменевшими от страха и любопытства, один из них — по солидности, видать, ихний старшой — приложил руку к бескозырочке блином, пошевелил задранными вверх усами тараканьего цвета, надул тугие щеки и низким басом буркнул нараспев, как из желудка: — Мо-оэн!

ХХIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Офицер тӑчӗ, сухалне пӗтӗркелерӗ, ял кулса каларӗ:

Офицер встал, покрутил усы и улыбаясь, сказал:

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Вӑл ҫӳле хӑпарса ҫитнӗ тӗле Нямаҫ хӑйӗн ҫӳхетсе кастарнӑ сарӑ мӑйӑхне пӳрнисемпе вӗҫкӗннӗн пӗтӗркелерӗ.

Когда же Шерккей взглянул вверх, то увидел довольное лицо Нямася с небольшой бородкой, которую он пощипывал пальцами.

VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Учитель питне пӗтӗркелерӗ те тетрадьсен купинчен пӗрне илчӗ.

Учитель нахмурился и протянул руку к стопке тетрадей.

29 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех