Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗршер (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир пурте вӑтӑршар та вӑтӑр пӗршер хутланӑ, Вихтӗр ҫирӗм иккӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Кашни юрӑҫран пӗршер диск туянтӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе кун пек учреждженисене республика шучӗпе пӗршер миллин тенкӗ уйӑрса парса хавхалантарас тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Халь чылайӑшӗ ҫӗнӗ урамсене пула ӳссе кайрӗҫ, Ассакассипе Чӑркашра вара 1980–90-мӗш ҫулсенче пӗршер урам кӑначчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

«Атӑла сыватас» реигон проектне пуҫарса янӑранпа пурӗ Чӑваш Енре Шупашкар хулинче икӗ объект, пӗршер объекта Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче пурнӑҫа кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑрачкав салинче тасатакан сооруженисен ҫӗнӗ комплексне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/03/para ... sen-cene-k

Иккӗмӗшӗнчен, кашни виҫӗ ҫултан пӗр лаптӑк ҫул ҫинех пӗршер миллион тӑкакласан ҫул ыйтӑвне татса пама пултарӑпӑр-и эпир?

Куҫарса пулӑш

Юлӑшсем пур ҫулшӑн «макӑраҫҫӗ» // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/yulashsem-pur-cul ... C2%BB.html

Унӑн пакунӗсем ҫинче пӗршер ҫӑлтӑр ялкӑшнӑ.

На его погонах блестело по звездочке.

Вуннӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫулталӑкра вӗсене 2 хут (хӗлле тата ҫулла) пӗршер уйӑх отпускпа тивӗҫтереҫҫӗ, кайма-килме ҫул укҫи - тӳлевсӗр.

Куҫарса пулӑш

Ачасене — ҫарпа патриотизмла воспитани // Пирӗн пурнӑҫ. http://www.krchet.cap.ru/Publication.asp ... 19&size=20

Кашни ҫемье хӑй ячӗпе шкул умӗнче пӗршер хыр йывӑҫне лартса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех