Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗкӗрлет (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хир-хир урлӑ, хир тӑрӑх Ҫил чупать те ҫил кӗрлет, Ват хыр кутне ҫыр тӑрӑх Мулентей ҫитсе пӗкӗрлет.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑрман та, хӗвел те итлет, пӗкӗрлет, Пӗлӗт те чарӑнса тӑнласа тӑрать.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Макҫӑм шӑппӑн «сывӑ пул» тесе тӗттӗмлӗхе шӑвӑнса тухсан, Павӑл ун ҫинчен: «Пӗвӗ пӗчӗкленнӗ, пӗкӗрлет. Ҫемҫен те йӑпшӑнса утать. Епле шӑппӑн калаҫать хӑй. — тесе шухӑшларӗ. — Пӑшӑлтатса ҫеҫ калаҫать. Хӑнӑхнӑ ӗнтӗ; ҫулталӑк ҫура ҫапла пӑшӑлтатать-ҫке-ха вӑл. Пичӗ хуралса, пӗркеленсе кайнӑ. Кулмасть те: тута кӑшт ҫеҫ уҫӑлать. Паллӑ шутникчӗ вӗт-ха…»

Максим тихо сказал «до свиданья» и шмыгнул в темноту: «Он стал как-то меньше, ссутулился, — подумал Павле. — Движения у него тихие, сдержанные. И как тихо он говорит! Шепчет. Такова сила привычки — он уже полтора года говорит только шепотом. И сам он весь серый, лицо, как из паутины. И не смеется, только поднимает уголки рта… Это он-то, известный шутник!

23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех