Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах, ӑна кӗтсе, хӗр ӗмӗрне карчӑк пек, пӑчӑхса ларса ирттерме шутламастӑп.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
Кино курас шутпа мар, — паянхи кун унта ниепле те пӑчӑхса ларас килес ҫук, — ахаль ҫеҫ чарӑнса тӑчӗҫ, ҫӗнӗ афишӑсемпе паллашма.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Ӑҫтан-ха унӑн ялан килте пӑчӑхса ларасси килтӗр?
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пӑчӑхса, тусанпа тулса ҫитнӗ ҫанталӑкра ӗҫлеме мар, ларма та, тӑма та май ҫук.
42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Пӑчӑхса ҫитнӗ Ванюк выртсах шыв ӗҫет.
Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Витӗрех тӗтӗм ҫапнӑ, ҫутӑсӑр, сывлӑшсӑр пӑчӑхса ларнӑ авалхи пӳртсемпе, башньӑсемпе юнашар халӗ кӑмакаллӑ та чӳречеллӗ ҫӗнӗ ҫутӑ ҫуртсем ӳссе лараҫҫӗ.
Сванетире // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Тепӗр сехет кун пек тӑрсан пӑчӑхса вилессӗн туйӑнать.
Пушхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Калӗччӗ-мӗн те пулсан: «Ҫӳрӗпӗр ӗнтӗ пӗрле. Кунӗпе пӳртре пӑчӑхса ларнӑ-ҫке эпӗ!» — тейӗччӗ, анчах — чӗлхи ҫук.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Чӑн та, Николай Мартынов хайлавӗсенче тӑван тавралӑх, тӑван кӗтес, тӑван кил сӑнарӗсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ, вӗсенчи ӗҫ-пуҫ та чылай чух вӑл е ку ҫын тӑван килӗнчен уйрӑлнипе е, ытларах чух, тӑван килне таврӑннипе пуҫланаҫҫӗ, е тата таҫта аякра пӑчӑхса антӑха пуҫланӑ чун тӑван кӗтесре ҫӗнӗрен сывлӑш ҫавӑрса ярать, пурнан пурнӑҫӗ ҫине ҫаврӑнса пӑхса малалла пурнас хевтине тупать.
Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.
— Мӗншӗн пирӗн ялта хӗрсем сахалланса юлчӗҫ тетпӗр, ак ӑҫта иккен вӗсен патшалӑхӗ, ай-яй-яй, юрамасть, юрамасть ун пек, хӗрсем, сире каччӑсем куҫ пек кӗтсе пурӑнаҫҫӗ, эсир пур хӑнк та тумасӑр ват ҫынсем пек пӳлӗмре пӑчӑхса ларатӑр, — чӗлхе-ҫӑвара вылянтарма пуҫларӗ пӗр каччи, таҫтан татса килнӗ чечеке сӗтел ҫинчи вазӑна вырнаҫтарса.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Пуринчен ытла Лена хӑйне айӑпларӗ, пӑчӑхса вилнӗ чӗпписемшӗн чӗри ҫурӑлса каяс пек ыратрӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Иккӗмӗш купине сирнӗ чухне ун айӗнчен сивӗнме ӗлкӗреймен пӑчӑхса вилнӗ чӗпӗсем тухрӗҫ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Хӑйӗн умӗнче тӑракан старике курсан, салтак, сасартӑк ҫав тери пӑчӑхса ҫитнӗ пек, сывлӑша ҫӑтрӗ те хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ:
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Мӗн эсир, ҫамрӑксем, ҫакӑн пек ҫанталӑкра пӳртре пӑчӑхса ларатӑр?
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Акӑ эпӗ паян кун та шавлӑ хулара ҫӳресскер, кунта упа йӗннинчи пек пӑчӑхса пурӑнатӑп.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
«Пӗтӗм ял ҫамрӑкӗ унта. Манӑн килте пӑчӑхса лармалла-и?» — тет те, каҫ пулсанах ҫавӑнта тухса сулланать.
Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Мӗн ҫак класра пӑчӑхса лармалла.
Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кӑшт ҫех пӑчӑхса вилмерӗм.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫулла хула ҫыннисем чиркӳсенче пӑчӑхса тӑрасшӑнах мар.
Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Мӗн тери ырӑ иккен палатӑра пӑчӑхса выртнӑ хыҫҫӑн уҫӑ сывлӑшра ҫӳреме!
Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.