Шырав
Шырав ĕçĕ:
пӑрчӑканӑм (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Э, йӑмӑкӑм, пӑрчӑканӑм, пиччӳ миҫерине те маннӑ-ҫке эсӗ, — тӳррипе калассинчен пӑрӑнчӗ Янтул тум-тир витӗрех хӑйӗн айӑкне хӗр кӑкӑрӗ пусса тӑнине туйса, ҫывӑхрах хӗрӗн чӗтревлӗ тутине курса.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫакна пӑхса ларакан Антун, хӑйӗн стаканне пӗр-иккӗ сыпсах пушатнӑскер, телейне ниҫта шӑнӑҫтараймасӑр савӑнса кулчӗ, машӑрне хулпуҫҫинчен ҫатӑр ҫупӑрласа хай ҫумне пӑчӑртарӗ те: — Эх, Санюк, пӑрчӑканӑм, пурӑнатпӑр пурнӑҫа! — терӗ саванӑҫлӑн.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Халӗ сан ҫинчен эпӗ куҫа та илмӗп, манӑн пӑрчӑканӑм!— Теперь я с тебя глаз сводить не буду, быстроногая моя ланюшка!
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Страницăсем:
- 1