Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултарассӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫут ҫанталӑкпа пӗр чӗлхе тупма вӗренсе ҫитсен кӑна телейлӗ пулма пултарассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл пурне те тума пултарассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Кӳрентерсех те каймаҫҫӗ хӑйсем, кашни ҫырурах: татах ҫырӑр, эсир ҫырма пултарассӑн туйӑнать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.

Икӗ ят ҫӗрне ҫеҫ мар, вунӑ ят тӳпине те ним мар вырса тухма пултарассӑн туйӑнать ӑна.

Ему кажется, он бы с такой же легкостью справился не с двумя положенными ему наделами, а и со всеми десятью.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сасартӑк Павлушӑн чунӗ тӑвӑлса ҫитрӗ: алра пӑшал пулсан, е халь умра чӑнахах пӗр-пӗр «мародер» тӑрас пулсан — вӑл пӗр шухӑшламасӑр персе вӗлерме пултарассӑн туйрӗ хӑйне хӑй.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Мана вӑл ыттисене сутма, наркӑмӑшлантарма пултарассӑн туйӑнать.

— Мне кажется, что она может предать и отравить.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫавӑнпа та теме те чӑтса ирттерме пултарассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вӑл ҫав хӗрарӑмӑн ирхи тумне тӑмлӑ кӑткӑ тӗмӗсемпе юнашар курать, анчах килпетсӗртерех ҫак ӳкерчӗк пулма пултарассӑн туйӑнать.

Неясно, обрывками, Горн видел ее утренний туалет в соседстве глинистых муравьиных куч, и это нелепое сочетание казалось ему возможным.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Сӑнран та, ытлашши калаҫманнинчен те ҫынни кирек мӗнле ӗҫе те пит иккӗленсе тӑмасӑр, хӑп-хап кӑна туса хума пултарассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Савӑнӑҫлӑн урса кайнӑ вӑй ҫавӑн пек ҫӗкленнине хирӗҫ нимӗн те тӑма пултарас ҫук пек, ҫӗр ҫинче вӑл ытла та тӗлӗнмелле ӗҫсем тума пултарассӑн, илемлӗ юмахсенчи пек, вӑл пӗр каҫрах пӗтӗм ҫӗре чаплӑ дворецсемпе, хуласемпе витессӗн туйӑнчӗ.

Казалось, что такому напряжению радостно разъярённой силы ничто не может противостоять, она способна содеять чудеса на земле, может покрыть всю землю в одну ночь прекрасными дворцами и городами, как об этом говорят вещие сказки.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Фома итлемен, вӑл ҫав-ҫавах ирӗклӗх ҫинчен, чӑнах та ҫав тери ансатӑн килме пултарассӑн туйӑнакан ирӗклӗх ҫинчен шухӑша кайса ларнӑ.

Фома не слушал, охваченный думой о свободе, которая казалась ему так просто возможной.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унта хӑй ытти ҫӗртинчен ытларах усӑ кӳме пултарассӑн туйӑннӑ ӑна.

Там, ей казалось, она могла больше всего принести пользы.

Ӑсату салючӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Пултарассӑн туйӑнать мана.

Я бы дошел. Как раз бы дошел.

IV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Вӑл халӗ, сӗрме купӑс хӗлӗхӗ пек, кӑшт перӗнсенех янӑраса кайма пултарассӑн туйӑнать.

Она была сейчас как струна — чуть тронь и зазвенит.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Унӑн сасси флейтӑнни пекчӗ, вӑл чулсене вырӑнтан куҫма хушсан, вӗсем куҫма пултарассӑн туйӑнатчӗ.

Ее голос был похож на флейту, и казалось, что если она прикажет камням сдвинуться с места, они смогут двигаться.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Эсир койкӑсем ҫине пӑхкаласа малалла иртетӗр, хӑшӗнпе те пулин калаҫса пӑхас тесе, ытла асаплах мар, кӑмӑллӑрах сӑн-питлӗ ҫынна шыратӑр, хӑвӑр палӑртнӑ ҫынпа хӑйса калаҫма пултарассӑн туйӑнать пулсан вара, эсир ун патне пыратӑр.

Вы проходите посредине постелей и ищете лицо менее строгое и страдающее, к которому вы решитесь подойти, чтобы побеседовать.

Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Халӗ ӗнтӗ пирӗнпе пӗрле свидетель пур, вӑл ҫав ӗҫе татса пама пултарассӑн туйӑнать, мустангера ӗнтӗ е ҫакса вӗлерӗҫ, е тӳрре кӑларӗҫ.

Мне кажется, что с нами теперь свидетель, который может пролить свет на это дело, и мустангера либо повесят, либо оправдают.

ХСII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Эпӗ сӑртсене ҫавӑрма пултарассӑн туйӑнать мана.

Знаете, мне кажется, что я горы сверну.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Эпӗ ку таранччен иртсе килнӗ ҫулӑн хӑрушлӑхӗсемпе каялла тавӑрӑнмалли ҫул йывӑрлӑхӗсем ҫинчен те пӗтӗмпех манса кайрӑм: тепӗр ҫын тунӑ ӗҫе эпӗ те тӑвасшӑн пултӑм, этем тума пултарнӑ ӗҫе эпӗ хам та тума пултарассӑн туйӑнать.

Пафос его речи поднял мой упавший дух, я забыл все опасности путешествия и рискованность обратного пути, Я хотел совершить то же, что совершил другой, и ничто человеческое не казалось мне невозможным!

XL сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫав этем ӳчӗ, Бордо хулинчи святой Михаил масарӗнчи пек, уйрӑм тӑпра ӑшӗнче выртнипе темиҫе ӗмӗр хушши пӗртте ҫӗрсе саланмасӑр упранса юлнӑ-ши, — эпӗ ҫакна ӑнлантарса пама пултараймастӑп; анчах ҫав этем вилли, унӑн хурӑн хуппи евӗрлӗ типсе кайнӑ тирӗ, куҫпа пӑхсан ав каланма пултарассӑн туйӑнакан алӑ-урисем, ҫаплипех юлнӑ шӑлӗсем, темӗн чухлӗ ҫӳҫӗсем калама ҫук вӑрӑм ӳссе кайнӑ чӗрнисем — ҫаксем пурте ҫав тахҫанхи ӗмӗрти вилнӗ ҫын хӑй пурӑннӑ чухнехи майпах пирӗн куҫ умӗнче выртать.

Неужели сохранился он в течение целых столетий благодаря особым свойствам почвы, как на кладбище Сен-Мишель в Бордо? Этого я не сумею сказать; но скелет, обтянутый пергаментной кожей, его еще эластичные члены, — на вид по крайней мере! — крепкие зубы, густые волосы, ужасающей длины ногти на руках и на ногах — все это представилось нашим взорам таким, каким тело было при жизни.

XXXVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех