Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуласлӑхран (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ак тата — Полина аллисене пичӗ ҫинчен ҫӗклесе сиренҫи турӗ те куҫ хӳрипе Ула Тимӗр куҫне темле асамлӑ вӑрттӑнлӑх ҫинчен систернӗн, пуласлӑхран ҫутӑ шанӑҫ кӳрекен таҫти катари-катари пӗчӗк ҫӑлтӑр ҫути ӳкернӗн витӗрлесе илчӗ, вара, ихӗлтете-ихӗлтете, питне каллех хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл тахҫанах пирӗн куллен-кунхи пурнӑҫран пуласлӑха ярса пуснӑ ӗнтӗ; пире вӑл ҫав пуласлӑхран пурнӑҫӑн ҫӗнӗ саккунӗсене вӗрентет.

Он словно перешагнул за тот день, в котором мы жили, и диктовал новые законы бытия.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Пулас ферма епле ҫӗнелесси ҫинчен пӗтӗмпех тӗплӗн шухӑшласа палӑртнипе, ҫӗнӗ ферма куҫ умӗнче чӑн-чӑн ларнӑ пек туйӑннипе, вӑл ӗнтӗ хальхине пуласлӑхран уйӑрма пултараймарӗ, ҫавӑнпа ӑна пурте: мӗн пурри те, мӗн пуласси те пурте харӑссӑн курӑннӑ пек туйӑнчӗҫ.

Она так долго и тщательно обдумывала все подробности будущей фермы, так живо и реально представляла ее, что уже не могла отделить настоящее от будущего и видела все сразу: и то, что есть, и то, что будет.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Юратӑр ӑна, туртӑнӑр ун патне, ӗҫлӗр уншӑн, ҫывхартӑр ӑна, унтан мӗн илме пултаратӑр, ҫавна хальхи пурнӑҫ валли илӗр: пуласлӑхран хальхи пурнӑҫ валли мӗн чухлӗ илме пултаратӑр, сирӗн пурнӑҫӑр ҫавӑн чухлӗ ҫутӑрах; ырӑрах пулӗ, савӑнӑҫпа киленӳ унта ҫавӑн чухлӗ нумайтарах пулӗ.

Любите его, стремитесь к нему, работайте для него, приближайте его, переносите из него в настоящее, сколько можете перенести: настолько будет светла и добра, богата радостью и наслаждением ваша жизнь, насколько вы умеете перенести в нее из будущего.

11 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех