Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паҫӑрхиллех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паҫӑрхиллех кассӑн-кассӑн ҫил вӗрет.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӑл мана ачанни пек мар шухӑшлӑ куҫӗсемпе тӗсесе, шӑппӑн ҫеҫ, паҫӑрхиллех тепре ыйтрӗ:

И он опять попросил тихо и очень серьезно:

II // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Каллех пуҫларӗ мотор чыхӑна-чыхӑна кӗрлеме, мӗкӗрме, ӳлеме, каллех кустӑрмасем, анра-сухраланса ҫаврӑнса, вут апачӗн каяшне, лапра-ҫӗпрене хыҫалалла, машина хыҫнелле, урӑм-сурӑм сирпӗтрӗҫ, «калашниковран» шатӑртаттарчӗҫ, анчах паҫӑрхиллех вӗсен «шӑлӗсем» хӑйсен хушшине чыхнӑ йывӑҫ-турата ниепле те «витеймерӗҫ».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Халӗ, ак, — кӑмака патӗнчи тӗлсӗр-палсӑра паҫӑрхиллех тӗпсӗррӗн тинкерчӗ вӑл, — амӑшӗ те ҫук ӗнтӗ ҫӗр ҫинче текех.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эп, мӗн, — каллех тем мутасларӗ Никандра, хавхаланӑвӗ те чаксах-чакса пычӗ унӑн, сӑмахлас сӑмаххи те уҫҫӑн-куҫҫӑнах ӳрӗкленчӗ — те «чӗлхесӗр чӗлӗхӗ» сырӑнчӗ ӑна паҫӑрхиллех: лап чӗмсӗрленчӗ йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тайга пуянлӑхӗ ӗнтӗ, мӗн калӑн, — ӗнтӗркенӗрен, Кӗҫени каллех хулпуҫҫийӗсене кӑлт-кӑлт сиктеркеленине туйрӗ те Матви — мӑшӑрне, ӑшӑтасла, ҫурӑмӗнчен паҫӑрхиллех лӑп-лӑп тутарчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Маринка, паҫӑрхиллех, умра ҫурма саспа юрӑ ӗнерсе утать.

Маринка по-прежнему шла впереди и тихонько напевала.

16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех