Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паттӑрӑнни (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ ҫамрӑкӑн сарлака хулпуҫҫийӗсенче, унӑн ҫирӗп те аталаннӑ аллисенче тӗлӗрекен паттӑрӑнни пек вӑй-хӑвата мӗнле вӑратмалла?

Как разбудить богатырскую силу, что дремлет сейчас в широких плечах юноши, в его крепких развитых руках?

VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Маковейчик пӗвӗпе пӗчӗкҫӗ, анчах унӑн кӑкӑрӗ паттӑрӑнни пек, яланах малалла мӑкӑрӑлса тӑрать, хулпуҫҫийӗсем ҫинче мӑн ҫамкаллӑ та ҫивӗч пуҫ ларать, ҫав пуҫ, Сагайда сӑмахӗсем тӑрӑх, улӑпа валли хатӗрленӗскер пулнӑ, анчах вӑл йӑнӑшпа Маковейчика ҫакланнӑ.

Сам Маковейчик маленького роста, но грудь у него молодецкая и всегда выпячена вперед, на плечах сидит лобастая подвижная голова, которая, по словам Сагайды, предназначалась для человека-великана и ошибочно очутилась у Маковейчика.

X // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Иван Боримечка ту пек: пӗвӗ ҫӳллӗ те сарлака, вӑйӗ паттӑрӑнни пек, пит-куҫӗ шатраллӑ та кӑмӑллӑ.

Он был как утес: рост гигантский, сила богатырская, лицо скуластое, рябое и простодушное.

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Лешӗ чӗнмесӗр утӑм ярса пусрӗ те чӑн-чӑн паттӑрӑнни пек сарлака тупанлӗ аллине ман енне тӑсрӗ; эпир пӗр-пӗрне алӑ патӑмӑр; унтан вӑл сак ҫине ларса урисене тӑсса ячӗ те, вӗсем ҫине пӑхса: — Эсӗ мана, Василий Семеныч, улӑштарма икӗ кӗпе тата йӗм сутӑн ил… Тата калпак валли пир, — терӗ хуҫана.

Тот молча шагнул вперед, протянул мне длинную руку с богатырски широкой кистью; мы поздоровались; он сел на скамью, вытянул вперед ноги, посмотрел на них и сказал хозяину: — Ты мне, Василий Семеныч, купи две смены рубах да опорки… Холста на колпак.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех