Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

папирус сăмах пирĕн базăра пур.
папирус (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсен ячӗ папирус ятлӑ ӳсентӑран ятӗнчен пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫырмалли листсене ҫав ӳсентӑран тунинчен тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Папирус — чи авалхи египтянсен ҫырса хунӑ тӗркесем.

Куҫарса пулӑш

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Аллинче унӑн папирус пулнӑ.

В руке она сжимала папирус.

Юлашкинчен калани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Пичӗ тӑрӑх шӑпӑртатса юхакан куҫҫулӗ папирус ҫине тӑкӑнса, Валерия юхтарнӑ куҫҫульпе пӗрлешсе кайрӗ.

Слезы, ручьями струившиеся по его лицу, падали на папирус и сливались со слезами, которые пролила Валерия.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫак ҫырӑва ҫырнӑ чух аллӑм чӗтрет, ӗсӗклесе макӑратӑп эпӗ, куҫӑмран папирус ҫине ӳкекен вӗри куҫҫуль эпӗ ҫырнине чылай ҫӗрте тӗсрен ярӗ.

Рука моя дрожит, покрывая письмо этими строчками, рыдания душат меня, и горячие слезы, текущие из моих глаз на папирус, во многих местах вытравят написанное мною.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Валерия папирус ҫинче ҫакна вуласа тухрӗ:

Валерия развернула папирус и прочла следующее:

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вара Гортензий Валерие лӳчӗркеннӗ папирус тыттарчӗ.

С этими словами Гортензий подал Валерии измятый папирус.

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫапла каланӑ хыҫҫӑн Эномай пиҫиххи айӗнчен ҫыру формипе хутлатнӑ папирус листине туртса кӑларчӗ те Спартака пачӗ.

Эномай вынул из-за пояса небольшой лист папируса и отдал его Спартаку.

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Анчах эсӗ, сӑввуна папирус ҫине куҫарса ҫырсанах, ӑна килсе парӑн.

— Но ты мне сам вернешь ее, как только перепишешь стихи на папирус.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Пергамент ӑшӗнче папирус тӗрки пулнӑ, ӑна шнурокпа ҫавӑрса ҫыхнӑ, ҫӳхе пергамент хӗррисене ӑвӑспа ҫыпӑҫтарнӑ.

Внутри пергамента был сверток папируса, обвязанный льняным шнурком, края были склеены воском.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Лешсем, мӗн тумаллине пӗлмесӗр, папирус хушшинчен тухса тӑнӑччӗ.

Оставив всякую заботу о себе, Дик молил небо подсказать ему, как спасти его сотоварищей.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Уэлдон миссиспа Геркулес, папирус хушшине пытанса, ун ҫинчен куҫне илмерӗҫ.

Миссис Уэлдон и Геркулес, притаившись среди зарослей папируса, не спускали с него глаз.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дик Сэнд асӑрхарӗ ҫакна — вӑл яланах сыхӑ, мӗншӗн тесен кунта пур енчен те хӑрушлӑх хӑмсарсах тӑрать, — вара хӑйӗншӗн хӑй ыйтрӗ: ҫыран хӗрринче ҫӳллӗ папирус чӑтлӑхӗнче тискер ҫынсем е тискер кайӑксем пытанса тӑмаҫҫӗ-и?

Дик Сэнд заметил это — он был всегда настороже, ведь опасности грозили со всех сторон — и спросил себя: не скрываются ли в чаще высокого папируса на берегу дикари или хищные звери?

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Телее, упасаррипе папирус юханшыв хӗрринче ытлӑн-ҫитлӗн ӳсет.

К счастью, папоротник и папирус в изобилии росли по берегам реки.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах Геркулес ӑна туземецсем упасаррин сарӑлса ӳсекен пайӗсене, папирус тунинчи ҫемҫе япалана ҫинине астутарчӗ.

Но тут Геркулес напомнил ему, что туземцы нередко употребляют в пищу молодые побеги папоротника и мякоть, содержащуюся в стеблях папируса.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тӑна кӗрсен, пӑхатӑп: эпӗ папирус чӑтлӑхӗнчи вӑрттӑн кӗтесре выртатӑп, Геркулес мана пит тӑрӑшса пӑхать…

Когда я пришел в себя, то оказался в укромном уголке в зарослях папируса, а Геркулес заботливо ухаживал за мной…

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Папирус лартса карта ҫавӑрнӑ ҫӗр татӑкӗ, ун ҫинче патша чурисем пурӑнакан пӗр виҫӗ теҫетке начаркка ҫурт, патша арӑмӗсен темиҫе хижинӗ, унтан ытти ҫуртсенчен кӑшт ҫӳллӗрех те аслӑрах, маниока чӑтлӑхӗ ӑшне путнӑ тембе — акӑ ҫакӑн пек вӑл пӗр аллӑ ҫула ҫитнӗ Муани-Лунга ятлӑ Казонде патшин керменӗ.

Отдельный участок, окруженный живой изгородью из папируса, на котором стояло десятка три лачуг для невольников царька, несколько хижин для его жен и утопающий в зарослях маниоки тембе, чуть повыше и просторнее других, — таков был дворец царька Казонде, человека лет пятидесяти по имени Муани-Лунга.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Акӑ папирус хушшинчен мӑшӑр куҫ вут-хӗмӗн йӑлтӑртатрӗ — ку леопардӑн е гиенӑн куҫӗсем.

Вот во тьме среди папирусов сверкнули два огонька — это глаза леопарда или гиены.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Сасартӑк хӑрӑлтатса вӗрни илтӗнсе кайрӗ, папирус хушшинчен пысӑк йытӑ ыткӑнса тухрӗ: ҫӑмне шӑрт пек тӑратнӑ, ҫӑварне сарлака карнӑ.

Вдруг донесся глухой лай, и из зарослей выбежала большая собака: шерсть ее стояла дыбом, пасть была широко раскрыта.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Гарриспа Негоро тӑчӗҫ ӗнтӗ, сасартӑк португала шуйхатнӑ унчченхи сасӑ каллех хӑлхана кӗчӗ: папирус хушшинче татах темӗн кӑштӑртатать.

Гаррис и Негоро уже встали, как вдруг опять послышался тот же шум, который и раньше обеспокоил португальца: это был шорох в зарослях папируса.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех