Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗскен сăмах пирĕн базăра пур.
кӗскен (тĕпĕ: кӗскен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа та Бауман вӗсемпе калаҫнӑ чух иккӗшне те, кӗскен ответленӗ; кӗскен, тытӑнсарах, кӑмӑллӑрах калаҫнӑ, мӗншӗн тесен вӑрттӑн ӗҫре чи кирли вӑл: ҫавӑн пек ют ҫынсемпе тӑшман йышӗсемпе калаҫма тӳр килсен хирӗҫтерме юрамасть.

Бауман одинаково кратко отвечал поэтому, когда они обращались к нему; отвечал кратко, сдержанно и приветливо, потому что в подпольном обиходе простейшее и основное требование конспирации: не противопоставлять себя обращением тем чужим — вражьего стана — людям, с которыми сводит случай.

XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Сергеев Иван Сергеевичӑн награда хутне вулатпӑр: «Паттӑрлӑх е хисепе тивӗҫлӗ ӗҫсем тунине кӗскен тата конкретлӑ ҫырса кӑтартни. Сергеев юлташ 1944 ҫулти мартӑн 18-мӗшӗнче икӗ юлташӗпе пӗрле, хӑйӗн пуҫарӑвӗпе Винница хулин Хӗвеланӑҫ пайне тӑшманран хӑтарнӑ чухне Буг юхан шывӗ урлӑ чӑн малтан сулӑпа ишсе каҫса юхан шывӑн сылтӑм ҫыранӗнчи тӑшман плацдармне тытса илнӗ. Тӑшман вӑйлӑн персе тӑнине , темиҫе хутчен контратакӑланине пӑхмасӑр, Сергеев юлташ, паттӑрлӑх кӑтартса, пӗр талӑк ҫурӑ Буг юхан шывӑн сылтӑм ҫыранӗнче пулӑшу ҫитиччен тытӑнса тӑнӑ. Выҫӑ, шӑнса хытнӑ тумтирпе, хӗйӗн хӗҫ-пӑшалӗпе усӑ курса батальона юхан шыв урлӑ каҫма майсем туса панӑ. Шыв урлӑ каҫнӑ чухне взвод комадирӗ амансан хӑйӗн ирӗкӗпе унӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ, Взвода чӑн малтан шыв урлӑ каҫарнӑ. Взвода ертсе пырса Сергеев юлташ электростанцине тата тӑшманӑн вут-хӗм точкисем вырнаҫнӑ темиҫе ҫурт-йӗре тӑшмансенчен тасатнӑ, ҫак ҫапӑҫура хӑй кӑна 15 нимӗҫе пӗтернӗ. Тӑшманӑн икӗ пулеметне туртса илсе вӗсемпе нимӗҫсене пеме тытӑннӑ, Ҫавна май Украинӑри пысӑк чукун ҫул узелне, промышленнӑҫпа область центрне туртса илме майсем туса панӑ. Буг юхан шыв урлӑ каҫнӑ, Винница хулине илнӗ чухне паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн Сергеев юлташ «Совет Союзӗн Геройӗ» ята илме тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вун тӑхӑр ҫулхи каччӑсене герой ятне памалла пулнӑ // Василий ЛАПИН. https://kanashen.ru/2024/09/20/%d0%b2%d1 ... %bc%d0%b0/

Пурнӑҫран уйрӑлса каяс умӗн вӑл питӗ вӑйлӑ чирленӗччӗ, Карсак урамӗнче хӑйсен килӗ умӗнче уткаласа ҫӳретчӗ, ҫынсемпе хутшӑнсах каймастчӗ, анчах сывлӑх сунсан вӑл та хирӗҫ сунатчӗ, «мӗнле пурӑнатӑн-ха, Иван тете;» - тесе ыйтсан кӗскен кӑна, «лайӑх!», - тетчӗ те малалла утатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вун тӑхӑр ҫулхи каччӑсене герой ятне памалла пулнӑ // Василий ЛАПИН. https://kanashen.ru/2024/09/20/%d0%b2%d1 ... %bc%d0%b0/

Манӑн пӗтӗм тытӑма ҫавӑрса илес тӗллев ҫук — пӗр ыйту тавра ҫеҫ кӗскен сӑмахласшӑн.

Куҫарса пулӑш

Айван пулар мар // Н. ГАВРИЛОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... %b0%d1%80/

Вырма вӑхӑтӗнче пиҫнӗ тыр-пула комбайнсем патӗнчен йӗтем ҫине илсе килетӗп, - кӗскен хӑйӗн ӗҫӗпе паллаштарать опытлӑ водитель.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ӗҫченӗн династине малалла тӑсаҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/cer-ecchenen-dina ... sacce.html

Ҫавӑнпа та кунта малашне вӑй сӑмаха япаласем куҫса пыни улшӑннин сӑлтавӗ пулса тӑракан взаимодействин пысӑкӑшпе кӗскен палӑртас шутпа анчах каланӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Ньютонӑн движени законӗсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Ҫак единицӑн ячӗ — метр секунда (ӑна чӑвашла ҫапла вулаҫҫӗ: метр секундӑра, е кӗскен: метр секунда).

Куҫарса пулӑш

1. Тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан движени // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Ҫак единицӑн ячӗ сантиметр секунда (ӑна чӑвашла ҫапла вулаҫҫӗ: сантиметр секундӑра, е кӗскен: сантиметр секунда).

Куҫарса пулӑш

1. Тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан движени // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Ун шучӗпе, ҫак юрӑ пӗтӗм вӑрҫӑ историне кӗскен, анчах нихҫан манмасла каласа парать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ — малалла // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Малтанах вӑл пухӑннисене колхозра ака ӗҫӗсем епле пынипе кӗскен паллаштарчӗ, ҫуллахи вӑхӑтра ачасене еплерех ӗҫсем кӗтни ҫинчен каларӗ, вара сӑмахне Элексантӑр мучи пирки пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑртри палӑк // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Кӗскен каласан, юлашки кунсенче ачана урокра канӑҫ-тӑнӑҫ ҫук темелле.

Куҫарса пулӑш

Сехет // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

— Окружение юлнӑ фрицсем ҫине наступлени тӑватпӑр, — кӗскен те татӑклӑн пӗлтерчӗ полковник.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ахрӑмӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Кӗскен каласан, хӑвӑр пата ытла ҫывӑха яратӑр вӗсене.

Куҫарса пулӑш

«Пӑшӑл пӑтти» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Вара, ҫӗнӗ вӗрентекен енне ҫаврӑнса, директор кӗскен хушса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Класри калаҫу // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Кунта Рим ҫак пысӑках мар чӑваш ялне епле лекни ҫинчен кӗскен каласа хӑвармаллах пуль.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑрт ачи // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

— Пӗрле пурӑнтӑмӑр, — кӗскен тавӑрчӗ Славик.

Куҫарса пулӑш

«Эп сана кӗтетӗп, Славик!» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

— Юсамалла-ха, — кӗскен тавӑрчӗ лешӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ десанчӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

— Кӑшман патӗнчех, — кӗскен хуравларӗ Славик.

Куҫарса пулӑш

Чӗрӗлмен мопед // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Кӗскен физрук анчах теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пурнӑҫ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Хӑй вӑрӑм пулнӑран тата кӑшт ӳпӗнерех ҫӳренӗрен ачасем ӑна «асатте» ят панӑччӗ, теприсем вырӑсла кӗскен кӑна «дед» тесе тӑрӑхлатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Радвадар — I» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех