Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗрлӗ кӑшманпа ҫӗрулми кӑларса пуҫтарма та шефсем килетчӗҫ, вӗсене апатлантарма вара ҫирӗмшер сурӑх пусаттӑмӑр…
Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Ҫав ҫӑткӑн харампырсем шкул сакайӗнчен кӑшманпа ҫӗрулми вӑрласа ҫӗр каҫипех кӑмакара пӗҫеретчӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Аркӑ ҫине кӗҫех хӗрлӗ кӑшманпа пиҫен ҫулҫи, хурхух, сулхӑн вырӑнта пахча хӗрринче ӳснӗ серте хутшӑнать.
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Йӳҫ кӑшманпа Яриле пуринчен ытла хӗллесенче пилӗк ыратнинчен сипленет.Редька у Яриле в особом почете, — зимой он спасается ею от болей в пояснице.
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Эпӗ йӳҫ кӑшманпа сухана юрататӑп…
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Пӗлес килет пулсан, сан пит-куҫран ҫеҫпӗл шӑрши мар, йӳҫ кӑшманпа сухан тата тип ҫу шӑрши кӗрет.— Если хочешь знать, так не подснежниками твои щеки пахнут, а редькой с луком и с постным маслом.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл ҫав сӑнарсенче чаплӑ вӑхӑтсен, ҫапӑҫусен, ятсен историйӗсене курать; ӗлӗк-авалхи ҫинчен ҫырнӑ повеҫе вулать; ашшӗ чӗлӗм туртнӑ май суркаласа, Саксонири тутлӑ кӑшманпа ҫӗрулми хушшинче, пасарпа хула хушшинче иртекен пурнӑҫ ҫинчен каласа пани пеккисене мар…
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫӗрулми ани — 120, сухан — 15, купӑстапа хӑяр тата помидор йӑранӗсем — 10-шар, кишӗр — 8, ыхра — 5, хӗрлӗ кӑшманпа симӗс пӑрҫа — 3-шер, кавӑн, укроп-петрушка 2-шер тӑваткал метр йышӑнаҫҫӗ вӗсен.
Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
- 1