Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтраланса (тĕпĕ: кӑтралан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вадимӑн ыраш улӑмӗ евӗрлӗ ҫӑра та вӑрӑм ҫӳҫӗ унчченхиллех кӑтраланса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Усал хыпар // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Сапаланнӑ хура ҫӳҫе хулпуҫҫи ҫийӗн кӑтраланса выртать.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Сухал евӗр ҫӑмӑл та шурӑ тӗтӗм, кӑтраланса, маччаналла майӗпен ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Кӑтраланса тӑракан хулӑн ҫӳҫне тураса якатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Кӑтраланса явӑнса тӑракан ҫӳҫ пайӑркисене тирпейленӗ, йӳнӗ ҫитсӑран ҫӗленӗ кӑвак ҫеҫкеллӗ, кӗске ҫанӑллӑ кӗпине тӳрлеткеленӗ, кӗлесӗр хӗрлӗ туфлийӗ ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑмӑр, кӑштах хӗсӗкрех, илӗртӳллӗ куҫлӑ, тикӗт пек хура, ҫӑра, кӑтраланса тӑракан ҫӳҫлӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫийӗпе пӗчӗк хумсем кӑтраланса выляҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Пӗрисем ватӑлса ҫитнӗ ҫӗре теприсем кӑтраланса ӳссе пырӗҫ, — пытараймасть хӑй савӑнӑҫне хӗр.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ас тӑватӑп-ха: унӑн икӗ енӗпе олеандр, шӑлан, тамариск, уртӑш тӗммисем ешереҫҫӗ, вӗсен хушшинче ӗретӗн-ӗретӗн яштак, вӗшлеке тирексем, магноли, груша, персик, туя, самшит, мирт, сандал йывӑҫҫисем мӑнаҫлӑн, кӑтраланса, ытарлӑн лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫутӑра карттусӗ айӗнчен кӑтраланса тӑракан сарӑ ҫӳҫ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Умра — сӑртран шыв хӗрринелле кӑтраланса анакан вӑрман хӗрринче — ӗҫ шавӗ кӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Сӑнран пӑхма имшеркке, пичӗ шуранка, кӑн-кӑвак куҫӗсем тулли черкке пек ҫутӑлаҫҫӗ, кӑштах кӑтраланса тӑракан сарӑ ҫӳҫӗ кӗҫҫелене пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Натюш кӑвак чечеклӗ хӗрлӗ халатпа, шурӑ хӑнтӑрлӑ ӑшӑ пушмакпа; ҫӳхе кӑвак косынка айӗн тухнӑ сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем, Альтукӑнни пекех, кӑтраланса тӑраҫҫӗ; ачанни евӗр таса кӑвак куҫӗсем ӑшшӑн пӑхаҫҫӗ; тути те ачанни пек таса, хӗрлӗ, пӗркеленмен.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл яштака пӳллӗ, тӗреклӗ хул пуҫҫиллӗ, йӑмӑх хура ҫӳҫӗ кӑштах кӑтраланса тӑрать, хура куҫӗсем кӑвар пек ялкӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Юнӗ выляма пуҫланӑ каччӑн ҫак хурлӑхлӑ кӑвак куҫсене, илемлӗ, сӗткенлӗ тутана, кӑштах кӑтраланса тӑракан сарӑ ҫӳҫе, хӑмӑр платье ҫухин ҫурӑк витӗр кӑшт ҫеҫ курӑнакан чӑлт шурӑ ӳтлӗ кӑкӑра антӑхса кайса чуп тӑвас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӗрӗн уҫҫӑн пӑхакан сенкер куҫӗсем те, яланах кулса тӑракан ҫӳхе тутисем те, кӑмӑллӑ сӑн-пичӗ те, тутӑрӗ айӗнчен кӑтраланса тухакан сарӑ ҫӳҫӗ те, чӑп-чӑмӑр кӑкӑрӗпе ҫинҫе пилӗкӗ те, шӑратса янӑ пек кӗрнеклӗ урисем те — пурте килӗшеҫҫӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрачан тутӑрӗ айӗнчен шурӑ ҫамки ҫине кӑтраланса тухнӑ сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем, тап-таса сенкер куҫӗсем, ҫинҫешкерех тӳрӗ сӑмси, тӑпӑл-тӑпӑл пӗчӗк тути ун ҫийӗнчи тумтирӗпе ниепле те килӗшеймеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Теплере пӗрре — ҫӑл кутӗнче е алла кӗскӗ-тӗкӗр таврашӗ ҫаклансан — пӑхать те тиркемест хӑйне каччӑ: ҫӳҫӗ сап-сарӑ, кӑтраланса илемлӗн усӑнса тӑрать, хул пуҫҫисем сарлака, хӑй тӗреклӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл, лутра та сарлака пӳллӗскер, хулпуҫҫи ҫине кӑтраланса анакан хура ҫӳҫне вӗлкӗштерсе, хапхаран кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лаптак тӑрӑллӑ ҫӑп-ҫӑмӑл калпакӗ айӗнчен тӑнлав ҫине хура ҫӳҫ пайӑрки кӑтраланса тухнӑ.

Из-под плоской легкой шляпки на лоб выбивается непослушный черный завиток.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех