Шырав
Шырав ĕçĕ:
кӑррипех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӳкнӗ шӑлӗсем вырӑнне кӑррипех суя шӑлсем ларттарнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫапла тума хӑнӑхса кайнӑ: мӗн те пулин каласан, ҫӳлти тутине сӑмси патнелле ҫӗклет те, мӑшӑлтатнӑ евӗрлӗ илтӗни-илтӗнми сасӑ кӑларса, ҫав тутине сӑмси шӑтӑкнелле туртса илнӗ пек тӑвать, ҫакнашкал тумассерен хӑй ӑшӗнче вӑл ҫапла каланӑн туйӑнать мана: «Ача-пӑча, ача-пӑча, сансӑрах пӗлетӗп: эсӗ ман пурлӑха йышӑнса юлас ҫын, пурлӑха йышӑнса юлас ҫын» т. ыт. те.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Совет боецӗсем вӗсене кӑррипех касса тухманни, пусмӑрламанни, лайӑх тумланни, вӑйлӑ хӗҫпӑшалланни, моряксем пекех ҫирӗп пулни тӗлӗнтерет пулас.
XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Шурӑ казаксем мӗнпур еврейсене кӑррипех хӗнеҫҫӗ вӗт.
Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.
Страницăсем:
- 1