Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑкӑртан (тĕпĕ: кӑкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уртем киккирикне каҫӑртма пӑхакана вӑйӗ ҫитнӗ таран тӑрӑнтарать пуҫӗпе кӑкӑртан.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левене кӑкӑртан ярса тытать, вӑйпах айккинелле вӑркӑнтарма пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫуна ҫинче ларакансене юр чӑмӑрккисемпе кӑкӑртан та пит-куҫран пере-пере, каялла ыткӑнать урхамах.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Эсӗ мӗн хӑтланатӑн? — пӑвӑртать вӑл, кӑкӑртан силлесе, шултра та намӑс сӑмахсемпе лаплаттарса.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Светлана кӑкӑртан та, пуҫран та аманнӑ, анчах суранӗсенчен темшӗн юн юхман…

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пӗр кӗтмен ҫӗртен Раман кӑкӑртан ҫулса илнипе Кашкин сывлайми пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сирнӗ чухне кӑкӑртан та ҫапӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ырату пӗтӗм ӳте ыраттарчӗ — кӑкӑртан пуҫласа пӗҫӗ таранччен.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вася Белкин, факультетри комсомол секретарӗ, нумай та пулмасть пире саламласа питӗ тарӑн идейӑллӑ сӑмах каланӑскер, мана кӑкӑртан тытса силлеме тапратрӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Мана кӑкӑртан тытса тӑракан ҫамрӑк ҫын ӑна курсан аллине вӗҫертрӗ, анчах вӑл та, унӑн юлташӗ те ман патӑмран каймарӗҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Тепри мана кӑкӑртан тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ҫав чавсасем Герасим Федотовича кӑкӑртан сулмаклӑн чышнӑ пек туйӑнчӗҫ те, вӑл каялла чакрӗ, аллисем унӑн сӳсленсе вӑйсӑрланчӗҫ, пӳрнисем тарласа йӗпенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӑна кӑкӑртан темле шӗвӗрскер яштах тирчӗ те ыратнине тӳсеймесӗр вӑл йынӑшса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Чӗре, кӑкӑртан сиксе тухса, кайӑк пек Ҫавал тӑрӑх вӗҫсе хӑпарас тенӗнех туйӑнатчӗ…

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн вӑйлӑ аллинче Тем чуль пуҫлӑх пӑчланнӑ, Анчах хӑйне пӗртакран Пулӑ тивет кӑкӑртан: Хальччен нимрен хӑраман Персе аннӑ утаман.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Ах, пӗтерчӗҫ! — терӗ те хайхи, аллине кӑкӑртан тытса, ҫавӑнтах ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Киселев, пулемет патӗнче выртаканскер, фашист ӑҫтине пӑхма тесе, ҫӗкленме пикенчӗ, анчах ӑна ҫав самантрах тӑшман пули кӑкӑртан тиврӗ, ҫурӑмран тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Кузьмич, кӑкӑртан тытса, машина патӗнчен темиҫе утӑм турӗ те тӗшӗрӗлсе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пенӗ чух ҫыннисене хырӑм тӗлӗнчен тӗлле, вара пульлисем кӑкӑртан лекеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗр ывӑҫ чечек тататпӑр та тухатпӑр, — ӑйӑр кӑкӑртан кӗскен кӗҫеннӗ пек хуравларӗ Пурис.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех