Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑкри (тĕпĕ: кӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Камӑн варӗнче Ӳтленсе пулса, Кам кӑкри сӗтне Ҫисе ӳсрӗн-ши?

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Анна Ивановна кӑкри ҫине пуҫне хунӑ хӗр унӑн ӳт-пӗвӗн ӑшшине туять, чӗри васкамасӑр тапнине, ӳпкисем хашлатса сывланине илтет.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

— Халапласа кайса шутласан. ҫӗр-Аннемӗрӗн ҫамки те, ҫӑварӗ те, кӑкри те пур, — хӗрача шухӑшне малалла тӑсать Ванюк.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унтан Павлик тепӗр аллине чикрӗ тата икӗ лямкине урисем хушшине кӗртсе ячӗ, хӑйӗн кӑкри ҫине пырса ларнӑ уҫҫине чӑнклаттарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тӗрӗссипе, ун ҫумне ҫыпӑҫма йывӑрччӗ: анкети ҫав тери таса — вӑл фронтра пулнӑскер, унӑн кӑкри ҫинче боевой орденсемпе медальсем.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Темиҫе самант хушши Завьялов Ольӑна хӑй кӑкри ҫумне пӑчӑртарӗ, хӗрӗн пилотки ҫӗре ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Юратнӑ хӗрӗн пурҫӑн пек кӑтри Ман ҫурӑмра ай вӗлтӗр вӗҫнӗ чух, Хаваслӑхпа чӑп чӑмӑр ҫеҫ кӑкри Туллин тулса пит хӑвӑрт тапнӑ чух — Чунтан савса яш туслӑх куркине Шалтти ӗҫме тӑсайӗ ман енне».

Куҫарса пулӑш

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Унтан вӑл Укахвин кӑкри ҫине медаль тирсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӗр пӗр хусканупа та хирӗҫлемерӗ, сӑмах та чӗнмерӗ, питне икӗ аллипе хупласа, пуҫне Саня кӑкри ҫине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кӑвак хӑю кӑкри урлӑ ҫакса ҫыхнине Сайра хутра тытса илет сылтӑм аллипе.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗмӗл тирки ҫинчи парнине парасшӑн, Патша кӑмӑлне, ырлӑхне курасшӑн, — Хӑй кӑкри умӗнче хаваслӑ ҫӗклесе Пӗр шуралса, хӗрелсе, тепре чӗтресе, Йӑпӑлтатса калаҫрӗ патшапа самайччен Йӗри-тавра пурнан халӑхсем ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сӑнӗнчен те маларах Тумтирийӗ пахарах: Сара ука пек ҫӳҫӗ ҫинчен Масмак кӗрен пурҫӑнран, Ҫӳлӗ кӑкри ҫийӗнче Шӳлкемисем талӗртан.

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӗрача шартах сикрӗ, вӑл аллинчи телейне такам туртса илесрен хӑранӑ евӗр чечек ҫыххине кӑкри ҫумне пӑчӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫиппин вӗҫӗ тем тӑршшех, кӗпе ҫухавинчен те иртсе, кӑкри умнелле усӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӗр-пӗрин кӑкри ҫине те таянаҫҫӗ, хӑрушӑ вӑхӑтра пӗр-пӗрне ыталаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Пӗвӗ унӑн япшар, анчах кӑкри сарлака.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

— Прощай! — аллине сулчӗ Катя, амӑшӗн кӑкри ҫумне пичӗпе тӗршӗнсе.

Куҫарса пулӑш

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӑкри ҫине хунӑ алли ытла та ырхан пек.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл револьверне пичче кӑкри еннелле тӗллерӗ, усал куҫӗпе кашкӑр пек пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫан-ҫурӑмӗ, кӑкри, урисем пӗтӗмпе кӑн-кӑвак, пӑхма хӑрушӑ, — тет атте.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех