Шырав
Шырав ĕçĕ:
кичемлетсе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, пуҫне кӑштах ҫӗклесе, ӑвӑс тӗслӗ сӑн-питне кичемлетсе выртнӑ, темшӗн пӑшӑрханнӑ пек пулнӑ.Он лежал, приподняв голову, нахмуря восковое лицо, оно было озабочено.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫак кивӗ, пысӑк ҫурт ҫынсӑр, шӑппӑн ларни ӑна тата та кичемлетсе ячӗ.И от этой безлюдности и тишины большого старого дома стало еще грустнее.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Пӗр сасӑ та ҫук: автансем кӑна ялта, хӑйсене илтекенсене тӗлӗнмелле тӗлӗртсе, кичемлетсе, пӗр-пӗринпе ӑмӑртса авӑтаҫҫӗ; тата таҫта, ҫӳлте, йывӑҫсен тӑрринче, ҫамрӑк хурчӑка такама макӑрса чӗннӗ пек лӑпланми пиклетни янӑрать.
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Тавралӑх йӑлтах ярӑнса-силленсе тарать, ҫуйӑхать, кӗмсӗртетет, ҫынсен пуҫӗсене ҫавӑрать, кӑмӑлӗсене ҫырлахтарса кичемлетсе ярать, вӗсен пуҫ мимисене арпашӑнса вӗлтӗртетекен ҫаврӑнӑҫпа тата ҫутӑсен йӑлтрипе ывӑнтарса ҫитерет.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Страницăсем:
- 1