Шырав
Шырав ĕçĕ:
кимвалсемпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
57. Вара Ҫӳлхуҫана Израиль патши Давид панӑ йӗркепе мухтамашкӑн унта священник тумне тӑхӑннӑ священниксем кӗвӗ сӑпрайӗпе, трупасемпе, левитсем кимвалсемпе тӑрса тухнӑ, 58. ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана аслӑласа, Унӑн ырӑлӑхӗпе мухтавлӑхӗ — Израильшӗн ӗмӗрлӗхе, тесе юрланӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вара Давид вӗрентнӗ пек, патшанӑн витӗркуранӗ Гад тата Нафан пророк каланӑ пек, вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртне левитсене кимвалсемпе, псалтирьсемпе тата цитрӑсемпе тӑратнӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн пророкӗсем урлӑ ҫавӑн пек йӗрке панӑ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Сӑваплӑ пӳлӗмри священниксене, кирек хӑш ушкӑнӗнчисене те, пурне те тасалӑх тивлечӗ ҫитнӗ, ҫавӑнпа вӗсем унтан тухнӑ; 12. виссон тӑхӑннӑ юрӑҫӑ левитсем — Асаф, Еман, Идифун тата вӗсен ывӑлӗсемпе тӑванӗсем — пурте парне вырӑнӗн тухӑҫ енче кимвалсемпе, псалтирьсемпе, цитрӑсемпе тӑнӑ, вӗсемпе пӗрле трупа кӑшкӑртакан ҫӗр ҫирӗм священник тӑнӑ, 13. пурте вӗсем — юрлакансемпе трупа кӑшкӑртакансем, Ҫӳлхуҫана пӗр кӗвӗллӗн мухтаса та аслӑласа тӑраканскерсем — пӗр ҫын пек пулнӑ; ӗмӗр ырӑлӑхлӑ Ҫӳлхуҫана мухтаса трупасемпе кимвалсен, ытти кӗвӗ сӑпрайӗсен сасси кӗрлесе кайсассӑн, Ҫурта, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, пӗлӗт кӗрсе тулнӑ, 14. ҫавӑнпа ӗнтӗ священниксем кӗлӗре тӑма пултарайман: Турӑ Ҫуртне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулнӑ.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1