Шырав
Шырав ĕçĕ:
Услантӑр мучи, табак енчӗкне кӗсйинчен ытла та вӑраххӑн кӑларса, ӑна васкамасӑр умне салтса хурать, кӗсйисене хыпашласа ларсан-ларсан, малтанлӑха яхӑнне тупӑнман ҫулуне пур-пӗрех шыраса тупать; чӗлӗме шаккаса тасатнӑ чух мӗн-мӑн кирлине малтанах пӗлсе тӑракан шӗвӗрсем аслашшӗне мӑк пӗрчисем сӗнеҫҫӗ; Услантӑр мучи чӗлӗмне тасатнӑ хушӑра чӑтӑмсӑр ачасем иккӗн-виҫҫӗн те енчӗкрен илнӗ табака чӗптӗмӗн-чӗптӗмӗн тытса тӑраҫҫӗ, чӗлӗмӗн пушаннӑ хырӑмне кашнин хӑвӑртрах тултарас килет; хырӑмне тултарнипех ҫырлахмасть тата, мур илесшӗ, йӳҫӗ тӗтӗм ашшӗ — чунне хыптармалла унӑнне, чӗлӗмӗнне; пуҫлать вара мучи аллинчи ҫулу чӑлтӑр-чалтӑр хӗм сирпӗтме; Услантӑр мучин йӗс шлепкеллӗ чӗлӗмӗ йӑсӑрланма пуҫличчен тул ҫутӑлса каяссӑнах туйӑнать, анчах та урамра тин ҫеҫ тӗттӗмленсе ҫитнӗ иккен-ха; ҫил-тӑман Пушкин сӑввинчи пекех улать, хӑйне юмах итлеме кӗртменшӗн нӑйкӑшать:
Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Пин шухӑш пӗр харӑс пырса кӗнӗрен, ман пуҫ ҫурӑлса каяссӑнах туйӑнатчӗ.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Кунта ытла та пӗр майлӑ, хӑрушӑ та — ҫӗтсе каяссӑнах туйӑнать, йӗри-тавра пӗр чӗрчун та ҫук пекех.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Тӑрантас ҫатанӗ тӗл-тӗл тӳнсе каяссӑнах туйӑнать.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
«Пӑчӑнтӑр-ӑр-р-р» тенӗ чух хӑйне хӑй вӑл чӗкеҫ пулса вӗҫсе каяссӑнах туйнӑ: аллисемпе ҫав тери ҫӑмӑллӑн хӑлаҫланса, пӳрнисемпе пулас хреснай ывӑлӗ умӗнче илемлӗн-илемлӗн вылятса илнӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Чӗри, начар пулин те, тапать-ха; Вавжона хӗрӗ халь-халь вилсе каяссӑнах туйӑнать.Сердце ее билось, хотя и слабо, однако он понял, что с минуты на минуту она может умереть.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫав вӑхӑтра унӑн пырӗ татӑлса каяссӑнах туйӑнать.
Женька // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ҫакӑнта ҫапӑҫу пуҫланса каяссӑнах туйӑнчӗ.
3. Зажигалкӑсем // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Вара аваллӑх ҫинчен калакан ҫак юррӑн тӑсӑккӑнрах илтӗнекен сыпӑкӗ хумхана-хумхана янӑраса каять те сывлӑшра ҫухалать, вара, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен ҫын мӗлкисене каҫ сӗмлӗхӗнчен чӗнме ӗмӗтленсе, кӗҫех тепӗр хут янӑраса каяссӑнах туйӑнать.
XII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑйлӑ ҫил вӗрнӗ вӑхӑтра унӑн хӗрлӗ черепицӑллӑ ҫивиттийӗ саланса каяссӑнах туйӑнать.
IX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Сӑрт питех те вӑйлӑн чӗтӗресе илчӗ, малтанхи самантра вӑл ҫурӑлса кайнипе унӑн тӑрри таҫта анса каяссӑнах туйӑнчӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Сана та ҫаплах ҫавӑрттарса йӑтса каяссӑнах туйӑнса тӑрать мана.Мне кажется, она и тебя того гляди закружит, захороводит и уведет от меня…
Иккӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Унӑн пуҫӗ ыратнӑ, сӗрӗм тивнӗ чухнехи пек, касса ыратнӑ, пилӗкӗ сурса, пӗҫерсе пынӑ, ыратнипе татӑлса каяссӑнах туйӑннӑ.
XXVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӑранипе вилсе каяссӑнах туйӑнать, ҫапах та вӑл коридортан пурте каясса кӗтсе илме хал ҫитерчӗ, унтан сӑнӳкерчӗке тӑпӑлтарса кӑларчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
«Эпӗ ҫитрӗм… Мӗнле черчен-ҫке эсир, перӗнме те хӑрамалла. Кӑшт лексессӗнех чӑл-пар саланса каяссӑнах туйӑнать. Ачашскерсем…» — кӗл чечексем ҫине нумайччен пӑхса тӑчӗ хӗр.
Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив
Эпӗ чӑнкӑ ҫыран аяккипе аран-аран анкаларӑм та пӑхатӑп хайхи суккӑр ача аяла ансан кӑшт чарӑнса тӑчӗ, унтан сылтӑмалла пӑрӑнчӗ, шыв хӗррипе кӗҫех шыва кӗрсе каяс пек утса пырать; ӑна хум ҫӗклесе каяссӑнах туйӑнать, анчах вӑл ланкашкасенчен сыхланса, чул ҫинчен чул ҫине епле хӑюллӑн сиксе каҫнине аса илсен, вӑл кун пек ҫӗрте пӗр хут кӑна ҫӳременнине часах тавҫӑртӑм.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫав хырӑн пӗр турачӗ тӗлӗнмелле ҫывӑхарса, темӗн пысӑкӗш йӗпписемпе тата икӗ темӗн пысӑкӗш икеллисемпе куҫа кӗрсе каяссӑнах туйӑннӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Унтан туртса илмелли те нумаях юлман: вӑл аран ҫеҫ сывлакалать, унӑн чӗрийӗ те ҫав тери хытӑ тапать, вӑл татӑкӑн-татӑкӑн ҫурӑлса каяссӑнах туйӑнать.Положим, он и так едва дышал, а сердце у него поминутно замирало, того и гляди, совсем остановится.
28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
- 1