Шырав
Шырав ĕçĕ:
Комбайнсен умӗнче йывӑҫ каскасем ҫине лартнӑ жаткӑсен речӗ тӑсӑлать.
Ӗҫ десанчӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.
Санӑн сых ятне каскасем те пулаканччӗ.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
Вулаччӑр, курччӑр, тӗлӗнччӗр, ҫурӑлса каяс пек кӗвӗҫчӗр ҫав ҫӳрен каскасем, терӗ.
Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.
Аялти палуба ҫинче, Костя тӗлӗнчех, тимӗр каскасем ҫине чӗркенӗ троса сӳтеҫҫӗ; вӑл пушанса усӑнса анать, ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн пысӑк йӑлмаклӑ тепӗр вӗҫне пристань ҫинчи тимӗр каскаран вӗҫертсе шыва пӑрахаҫҫӗ.
Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Унтан урисене йывӑҫ каскасем тӑхӑнтарса, вӗсене миҫӗт хыҫне илсе кайнӑ.
5 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Эпӗ пӗтӗмпе аптӑраса ҫитрӗм; ҫитменнине тата йӗлтӗрпе пыма та пит йывӑрланчӗ: йӗлтӗрсем ӑҫта ҫатӑркка тӗмисем ҫине пырса ҫакланаҫҫӗ, ӑҫта пӗчӗк чӑрӑшсем ҫине пырса кӗреҫҫӗ, ӑҫта юр айӗнчи тункатасем, каскасем ҫине пырса тӑрӑнаҫҫӗ, е хам ҫӳреме хӑнӑхманнипе, ҫаврӑнса кайса, персе ӳкереҫҫӗ.
Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Темӗн чухлӗ хулӑн хӑмасем, кукӑр каскасем, тӗрлӗ вӗренсем ҫавӑнтах сапаланса выртаҫҫӗ.Множество толстых досок, обрубков, всяких веревок лежало на земле.
XXXI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Анчах пахча ҫавӑрма пӗр йӑмра кӑна ҫитеймен, ачасем вара вӑрмана кайса пӗрер метрлӑ каскасем тупса килнӗ те, Архип Кузьмич ҫавсене те решетке тунӑ ҫӗре янӑ.
IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Вырсарникун колхозниксем ҫав йӑмрана касса антарнӑ та пӗрер метршар виҫсе пӑчкӑпа татнӑ, каскасем тунӑ.
IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Юлан утсем ушкӑнпа тӑкӑрлӑкалла ӗрӗхтерсе кӗчӗҫ; учӗсене ӑшалантарса, паҫӑр казаксем ларнӑ юман каскасем патне сиктерсе ҫитрӗҫ.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хутор вӗҫӗнчерехри пӗр пӳрт умне, юман каскасем ҫине, казаксем пухӑнса ларнӑ.Возле одного из крайних дворов сидели на сваленных дубах казаки.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Чул каскасем айне пӑталаннӑ ҫӗр янӑравсӑррӑн кӗрлесе йынӑшса тӑнине пӗр шай ҫаврӑнаҫҫӗ Григорий пуҫӗнче нимӗн уҫҫи-хупписӗр шухӑшсем; вӑл ҫав тӑнлава лекмесӗрех ирте-ирте каякан шухӑш таткаланчӑкӗсене тытмашкӑн пикенет, анчах ниепле те тытаймасть.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
- 1