Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кантӑккисем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак темшӗн аса килсе кӗнӗ сӑмахсене вӑл темиҫе хут ӑшра каларӗ, унӑн яп-яка хырса тасатнӑ питӗнче кулӑ сӳнме пӗлмест; ыйӑхран вӑрансан ху кӗҫех атте пуласси ҫинчен шухӑшлама епле лайӑх-ха, шутларӗ вӑл, вара ӑна йӗри-тавра кам пур — пурте ун ҫине пӑхнӑ пек, пурин пичӗсем те хӑйӗн пекех телейлӗ кулӑпа ҫуталса тӑнӑ пек туйӑнать; хӗвел пайӑркисем чӳрече кантӑккисем ҫинче нихҫан та паянхи пек йӑлтӑртатса ҫуталман; тап-таса та кӑн-кӑвак тӳпенелле кармашса ларакан йывӑҫсем темшӗн ӗнерхинчен ҫӳллӗрех та лапсӑрккарах пулнӑ; такам ҫӑра пылпа сапнӑ пек ҫутӑ-сарӑ тӗслӗ пиҫсе ҫитнӗ абрикоссем шутсӑр нумай ҫакӑнса тӑракан турат хӳме урлӑ усӑнса аннӑ, анчах Сергее ҫав турат хӑйне евӗрлӗ кулса ӑна пуҫ тайнӑн туйӑнать; турат ҫинче абрикосран та пысӑк мар ылтӑн мӑйлӑ кайӑк ларать.

Он мысленно повторял эти пришедшие на ум слова, и улыбка не сходила с его свежего, чисто выбритого лица; как же хорошо, — рассуждал он, — проснуться и думать, что скоро станешь отцом; ему казалось, что солнечные блики еще никогда так не вспыхивали на стеклах окон, как сегодня; деревья на фоне чистого синего неба были и выше и пышнее, нежели вчера; к забору клонилась ветка, вся усыпанная созревшими абрикосами, янтарно-желтая, точно облитая густым пчелиным медом, а Сергею думалось, что она кланяется ему с какой-то своей доброй улыбкой; на ветке примостилась птичка величиной с абрикосину, с золотистой шейкой.

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех