Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кантурӗнче (тĕпĕ: кантур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Районти ҫыхӑну кантурӗнче телеграфистра ӗҫлесе пӑхсан та Канашри учительсем хатӗрлекен института вӗренме кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Малтан ҫӗршыва хӳтӗленӗ, кайран мирлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ // Юрий Тимофеев. http://kasalen.ru/2024/06/21/%d0%bc%d0%b ... %bb%d3%97/

А.Лепешкина хатӗрлев кантурӗнче 1993 ҫулччен тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑр ӗмӗрӗпех райпора ӗҫленӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%bc%d3%9 ... %bd%d3%97/

Антонина Ивановна ҫамрӑклах райпон хатӗрлев кантурӗнче вӑй хума пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑр ӗмӗрӗпех райпора ӗҫленӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%bc%d3%9 ... %bd%d3%97/

Татьяна управлени кантурӗнче, декрета кайнин ачи час вӑй илейменрен, ҫур ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн, укҫа ытларах ӗҫлесе илес тӗллевпе кантӑк касакан-лартакан пулма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Управлени кантурӗнче ялан таса, ҫутӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Э, эсӗ, Мокей Иванч, хатӗрлев кантурӗнче ларнипе ан ҫатталан, пирӗн те ҫӑмӑл машина пулӗ, санӑнни пек хӑлтӑр-халтӑр «Москвич» ҫеҫ мар.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Вӑрманпромхоз кантурӗнче курман-и-ха эсир?

Куҫарса пулӑш

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрман пункчӗн кантурӗнче Дубова Арсентьев мастер участокне кайма каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Домоуправлени кантурӗнче те Завьяловшӑн ӑнӑҫлӑх пулмарӗ: вун тӑваттӑмӗш номерлӗ кивӗ ҫурчӗ хӑш тӗлте ларнине унта та пӗлмен.

Куҫарса пулӑш

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хатӗрлев кантурӗнче те шут ӗҫченӗн шанӑҫне тӳрре кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html

Сире — Баранкуле тин ҫеҫ ҫитнӗскерсене — чи малтан эпӗ тырӑ йышӑнакан пункт кантурӗнче курнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Хор пачӑшкӑ кӗлли хыҫҫӑн «амин» тенӗ чух чиркӳре сасартӑк пӑшал сассисем илтӗнчӗҫ, йӑл-ял! ҫутӑсем курӑнса кайрӗҫ (вулӑс кантурӗнче ӗҫлекен писсӑрсем иллюминаци тӑвасшӑн пулнӑ-мӗн).

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑрҫӑччен Куҫма район центрӗнчи утиль кантурӗнче ларчӗ, колхозра ӗҫлемерӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Правлени кантурӗнче ҫын нумаях марччӗ: калаҫни тӑрӑх, эпӗ вӗсем бригадирсемпе механизаторсем иккенне пӗлтӗм.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫтаппан Михха патӗнче тата вулӑс кантурӗнче пулса иртнисене каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун куҫӗ умне вулӑс кантурӗнче пулса иртнӗ ӗҫсем аслатиллӗ хура пӗлӗт пек хӑрушшӑн тухса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑштах кайсан, вулӑс кантурӗнче Сехмет аташтарнипе ҫеҫ темӗнле ӑнланмалла мар ӗҫ пулса иртнӗ пек туйӑна пуҫларӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан пырса кӗнӗ ҫӗре вулӑс кантурӗнче никам та ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пытарса хурас тесен ӑна кантурӗнче те таҫта пытарма пулать.

— Коль спрятать, так и в конторе есть куда.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кантурӗнче ҫын пур чухнех-и? — чарчӗ вӗсене Михапар.

— Прямо сейчас, когда в конторе люди? — остановил друзей Михабар.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех