Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унтан икӗ динамометрне, калӑпӑр пӗрремӗшпе иккӗмӗшне, вӗҫерсе илер те, кантрасен пушаннӑ вӗҫӗсен йӑллисене пӗр динамометрӑн ҫӗклинчен ҫаклатар, унтан ҫак динамометра — вӗҫерсе илмен виҫҫӗмӗш динамометр, унӑн кантри тата тӗвви ӗлӗкхи вырӑнӗсенех йышӑнмалла туса — туртса хурар.
1. Пӗр-пӗринпе шайлашса тӑракан вӑйсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Самолет ҫинчен сикнӗ хыҫҫӑн пӗр паллӑ вӑхӑт иртсен, ӳкни чылай пысӑк хӑвӑртлӑха ҫитсен, парашютӑн вӗҫерӗнекен кантри хӑех е парашютист туртнипе туртӑнать те, парашют сывлӑш сопротивленине пула уҫӑлса каять, вӑл вара хӑйӗн сарӑлса пысӑкланнӑ ҫийӗпе аялалла куҫса пынине ытларах кансӗрлет.
Задачӑсене шутламалли правилӑсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Юн тымарӗсем, ҫӑпата кантри евӗр, апла та капла явӑннӑ алӑсем тавра.
Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Лешӗ, алли-урине мухмӑр кантри тӑлласа лартнӑскер, ним туса та пуҫне ҫӗклесшӗн мар.
Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ҫӑпата кантри евӗр авкаланакан юн тымарӗсемлӗ алӑсем ҫын вӑй-хал ӗҫӗнчен пӗртте ютшӑнса тӑманнине пӗлтереҫҫӗ.
Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
— Арҫын кантри йӑпӑр-япӑр ҫӗрекен марччӗ-ха.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
«Вирьял хӗрӗсен тумӗ арӑмсеннинчен уйрӑлса тӑрать: вӗсен сорпан, масмак, сорпан хыҫӗ, поҫ йӗппи кантри, сарӑ тата хошпу тавраш ҫук.
Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ҫавах та йывӑр, кутамкка кантри, ӑна пусма татӑкӗпе чӗркенӗ пулин те, хула касать.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Саня кантӑк витӗр пӳртҫи хӗрринчен, пӗрре сӳтӗлсе, тепре явӑнса, такам ҫӳлтен пӑлхатса-вылятса тӑнӑ пекех сулланса юхакан шыв кантри ҫине пӑхса тӑчӗ.
5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Алкумне чупса тухма тӑнӑ чухне салтӑннӑ ҫӑпата кантри алӑк хушшине хӗсӗнет.
Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пӗр такӑнсан — такӑнан, теҫҫӗ-и. Кунӑн ҫӑпати кантри салтӑннӑ иккен.
Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ҫула тухас умӗн ҫӑпата кантри тӗвви малта пулсан — телее, теҫҫӗ, э-э?
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Эпӗ, билетра палӑртнӑ вырӑна меллӗн вырнаҫса ларнӑскер, чӗлхене кантарас та пуҫа «туртана кӗртес», ҫапла майпа ҫул чуппине «кӗскетес» терӗм: целлофан пакетран Чӑваш Енре тухса тӑракан пӗр хаҫат кӑлартӑм та, ӑс-тӑн аппарачӗн куҫ умне ӳкерес пӗтӗм вӑй-халне ӗҫе кӗртсе, тиме ухӑ кантри пек карӑнтарса, вулама пуҫларӑм.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Арҫын кантри ан ҫӗртӗр, — терӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Туртса ҫыхнӑ саппун кантри ҫинҫе пилӗкне уйрӑмах илем кӳрет.
Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Нилыч мучи вӑл вӗллене туса ҫыхни темиҫе ҫул та иртнӗ ӗнтӗ, ҫыхнӑ кантри те ҫӗрсе кайнӑ.
Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.
«Хӗрарӑмпа тавлашиччен ҫӑпата кантри яв», — тетчӗ пирӗн атте.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Чипер кӑна пыраттӑм, тахӑшӗ манӑн хыҫалалла тӑсӑлса юлнӑ ҫӑпата кантри ҫине лӑч! пусрӗ.
14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫапмалли кантри ҫил вӗрнипе сулланса тӑрать.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Амӑшӗ хирӗҫ: — Хырӑм выҫсан ҫӑпата кантри яшки те тутлӑ тет, — терӗ те пӗр пысӑк ҫӑкӑр чӗллине хутаҫа чиксе хире кӑшман ҫумлама тухса утрӗ.
Йӳҫӗ ҫӑкӑр // Любовь Фёдорова. Любовь Фёдоров. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 2 с.