Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

канашласа (тĕпĕ: канашла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа та ялти активистсем ку ыйтупа ялти хисеплӗ ватӑсемпе, пултаруллӑ ҫамрӑксемпе пӗрле канашласа тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫӳрев питӗ килӗшрӗ // Виктор БЕЛЯЕВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... 88%d1%80e/

— Ну, кун пирки, ак, Ваҫук пиччепе канашласа пӑхсан ҫеҫ, — тӑрук ним калама аптрарӗ физкультура учителӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Ял ҫыннисемпе канашласа хирти пай ҫӗрӗсене пӗрлештерсе усӑ курма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫемье — хӑй пӗр ҫӗршыв // Зинаида ПОРТНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/0 ... %8b%d0%b2/

Сирӗнпе канашласа пӑхас терӗм, — хӗрарӑм каллех йывӑррӑн сывласа ячӗ те хуйхӑллӑ куҫӗпе умри кӗтеселле тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Кӑшт аяккарах тем ҫинчен хӗрӳллӗн канашласа тӑракан ҫичӗ-сакӑр шурфовщик Тольӑна хӑйсем патне чӗнсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Йӑлана кӗнӗ пекех, эпир хамӑр пурнӑҫа туслӑн тата пӗр-пӗринпе канашласа тӑватпӑр, республикӑра пурӑнакан кашни ҫыннах, унӑн нацине тата вӑл мӗнле тӗне ӗненнине пӑхмасӑр, хӑйӗн пултарулӑхне туллин уҫса памалли майсем хыватпӑр.

Традиционно дружно и сообща мы строим свою жизнь и раскрываем возможности для самореализации каждого жителя республики независимо от национальности и вероисповедания.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

— Мӗнле ӑҫта? — ӑнланаймарӗ Архип Григорьевич, ҫамрӑксемпе канашласа лараканскер.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗнер акӑ Архип Григорьевичпа канашласа лартӑмӑр-лартӑмӑр та санран пулӑшу ыйтас терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сана пулӑшма эпӗ икӗ ҫынран ытла параймастӑп, — терӗ председатель правленире канашласа ларнӑ чух.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑй ним шутласа калӑрайман пирки Богдановпа канашласа пӑхма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Арӑмпа канашласа илмеллеччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

— Ҫавӑнпа паян хам килсе канашласа пӑхма шутларӑм, — ӑнлантарчӗ ӑна Раман.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Партбюрора канашласа пӑхрӑмӑр, пурте килӗшеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ Ермолай та, карчӑкӗпе канашласа пӑхнӑ хыҫҫӑн ывӑлӗсене мӑн аслашшӗсен йӗркипе асӑнма, авалхи йӗркепе палӑк лартма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Жюри канашласа ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ вӑхӑтра караоке-баттл тата флешмоб йӗркелени вӗрентекенсене тунсӑхлама паман.

Куҫарса пулӑш

Республикӑра хӳтӗлеме тивӗҫ пулнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%80%d0%b ... %bd%d3%91/

Пӗр ушкӑн ача тем канашласа илчӗ те капӑрр! ҫӗкленсе лабораторирен тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вара вӑл, хӑйӗн совеҫӗпе канашласа илес вырӑнне, кашнинчех «святцы» текен кӗнекене пӑхсан, ҫав кӗнеке вӗрентнӗ пек ҫеҫ туса пырсан, юлашкинчен чунсӑр чул юпа кӑна пулса тӑрать те, хӑйне те, ҫынсене те сиен кӳрет ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫапах та халӗ манӑн урӑххи пирки канашласа пӑхас килет…

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Дояркӑсемпе канашласа пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫапла йышӑнчӗҫ: ӗнесене тапӑра тӑратнӑ вӑхӑтра хушса апат ҫитерес, терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кӑҫал вӗсем, ытти ферма пуҫлӑхӗсемпе канашласа, ҫуркунне Кӑпшарпа Эртемен ҫырмине ҫеҫ выльӑх кӗртме калаҫса татӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех