Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каласшӑнне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эс мӗн каласшӑнне пӗлетӗп, — Кашкина пӳлчӗ Раман.

Куҫарса пулӑш

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ӑнлантӑм, ӑнлантӑм эсӗ мӗн каласшӑнне, — аллине ҫӗклесе пӳлчӗ ӑна Пруткин.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫтаппан мӗн каласшӑнне Наҫтик те чухларӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ эсир мӗн каласшӑнне чухлатӑп.

Я знаю, о чем хотите вы говорить.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Тимлӗн сӑнаса шофер чартлаттарса сурать е питне йӗрӗнчӗклӗн пӑркалать, ларса пыракансем шуранка ҫул ҫӳревҫӗ ҫине ӑнланмасӑр тӗмсӗлеҫҫӗ, хӑш-пӗр чухне елпӗрсе аллисемпе сулкалаҫҫӗ, вӑл ӳсӗр тесе шухӑшлаҫҫӗ-тӗр, чӑнах та — куҫне чарса вӗсем ҫине тинкерекен тӗлӗнмелле ҫав каччӑ мӗн каласшӑнне унӑн сӑнӗнчен ниепле те тӗшмӗртейместӗн.

Вглядевшись, шофер сплевывал или презрительно кривил лицо, проезжие оглядывались на бледного путника с недоумением, иногда насмешливо махая рукой, думали, что он пьян, и действительно, никак нельзя было уразуметь по его виду, что хочет сказать этот странный юноша с широко раскрытыми глазами.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Давенант пытармасӑр: «Эпӗ ҫак кунсенчи пек нихӑҫан та телейлӗ пулман», — тесшӗнччӗ, анчах вӗҫсе килекен утӑмсене илтрӗ те — алӑк еннелле ҫаврӑнма хӑяймасӑр мӗн каласшӑнне манса кайрӗ.

Давенант хотел прямо сказать: «Я никогда не был счастлив так, как все эти дни», — но услышал подлетающие шаги и, не посмев обернуться к двери, забыл, что хотел выразить.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Манӑн хыпаланмалла, — Шамполион сӑмахӗсенче — васкавлӑх; вӑл Рене мӗн каласшӑнне чухлать, анчах ҫакна хӑй тӳрккессӗн, тискеррӗн хирӗҫлессе систерет.

— Мне нельзя медлить, — продолжал Шамполион, догадываясь, что хочет этим сказать Рене, но жестко, с хищностью противясь этому.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Эпӗ вӑл татах темскер каласшӑнне туйрӑм, анчах та вӑл хӑрарӗ.

Я почувствовал, что ему хотелось сказать нам что-то еще, но он не решался.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех