Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каламанскер (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗтерук тырӑ выракан хут пӗлмен хӗрарӑмсем умӗнче вӗсемшӗн ӑнланма йывӑр сӑмахсемпе хӑпартланса, хӑлаҫланса калаҫни; Ваҫли, унччен ниҫтах та халӑх ҫинче сӑмах тухса каламанскер, судра хӑйне хӑй пит хӑюллӑ тыткалани, ваккатсенчен кая мар ӑста сӑмах калама пултарни вулакансене ирӗксӗрех иккӗлентерет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

— Ху хӑш ял пултӑн вара? — терӗ хӗрарӑм, халиччен ҫӑвар уҫса пӗр сӑмах каламанскер.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халиччен никама та сив сӑмах каламанскер, кураксене тӑпра муклашкисемпе пере-пере ятлаҫрӗ тет.

В сердцах начал ругаться и кидать в грачей комьями земли, хотя до этого слыл набожным, никому слова худого не говорил.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Франкӑн ӳсӗр сасси йӑлӑхтармӑш аташулла илтӗнет, анчах хӑй вӑл, ҫакнашкал вӑрӑм сӑмах тахҫантанпах каламанскер, хӑйӗн шухӑшӗсем, вӗсене еплерех сӗмпе евитлени Тиррейшӑн питех те ӗнентерӳллӗ тесе пӗтӗмлетрӗ; унӑн шухӑшӗпе — ҫакӑн пек янкӑр уҫӑ чӑнлӑх патне ывӑлӗ хӑй тӗллӗн нихӑҫан та пырса тухаймасть.

Хмельной голос Франка звучал, как назойливый бред, но сам он, давно не произносивший таких длинных речей, считал взятый им тон достаточно убедительным для действия на Тиррея, который, по его мнению, не мог бы сам никогда прийти к столь яркому откровению.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Халиччен нихӑҫан та усал сӑмах каламанскер, чӑтса тӑраймарӗ, Эмиле килӗшӳсӗр сӑмахсемпе вӑрҫса илчӗ те куҫран ҫухалчӗ.

Изменив своим правилам, он выкрикнул несколько бранных слов в адрес Эмиля и исчез.

Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех