Шырав
Шырав ĕçĕ:
Майра тӗпсакайне анса кӑкшӑм илсе тухрӗ, пӳрте йӳҫӗк шӑрши кӑларса кӗленчене шӗвек тултарчӗ.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Анчах хӑй кӑмӑлне вӑл нимпе те пусараймарӗ-ха, ӗнерхи тата ирхи калаҫусенчен юлнӑ йӳҫӗк паян ҫине-ҫине усал хыпар илтнӗрен ӑшра каплансах, каплансах пычӗ, чӗрене йӗп пек чиксе, йӗкӗлтесе тӑчӗ.
13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тимӗр кӑмакаран йӳҫӗк тӗтӗм тухатчӗ пулсан та, ларса пыма ӑшӑччӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Мӑйӑрӑн шурӑ чӗринче хурта — тусанпа йӳҫӗк, пушӑлӑх илсе килекен хурта — кӑларса тӑратаймастӑпах!Не могу представить в белом сердце ореха — червя, несущего пыль, горечь, пустоту.
XXIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Йӳҫӗк кӑмӑлпа пурӑнсан, аталану пулайӗ-и?
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ун пек чух эсир хӑвӑра ҫынсем пӑрахса хӑварнӑ пек, эсир пӗр-пӗччен пулнӑ пек туятӑр; чуна темле йӳҫӗк тупать, сирӗн ҫав каҫ пӗтӗмпех пӑсӑлать, эсир киле васкатӑр та сирӗн малти пӳлӗмре ҫурта тӑрри ҫунса ларнӑшӑн, сигара япӑх туртӑннӑшӑн ҫилленетӗр, — ҫаксем пурте сирӗн сехет ҫурӑ хушшинче пулса иртнӗ завязкӑллӑ тата развязкӑллӑ роман пирки пулаҫҫӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Пӗлӗт патнелле йӳҫӗк тӑлӑх тӗтӗм шуса хӑпарать…
4 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Мӑнкӑмӑллӑ та салхуллӑскер, хӑйӗн ӑшне ҫунтаракан йӳҫӗк пирки хуралса, вӑл тачка еннелле пӗшкӗнсе пычӗ.Торжественный и печальный, весь черный от горечи, сжигающей его, он шел согнувшись над тачкой.
4 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Ҫавӑн пек хаяр тавлашусем пынӑ минутсенче фабрикант аслӑ Артамонов хӑйӗн намӑсла, хаяр та йӳҫӗк куҫҫулӗсене чарма куҫӗсене ҫирӗппӗн хупса лартнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Йӳҫӗк, типӗ текен иҫӗм ҫырли эрехӗсене кӗленчене ярса хурсан, вырттарса усрамалла, мӗншӗн тесен эрех пӑкка хупласа тӑрсан ҫеҫ кӗленче ӑшне сывлӑш кӗмест.
Ӗҫмеллисем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Такама ун чунӗ хӗрхеннӗ пек пулчӗ, чӗринче темле тарӑхтаракан йӳҫӗк туйӑм тытӑнса тӑчӗ.Было ей жалко чего-то, на сердце лежало нечто горькое, досадное.
XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Кӳр-ха, пӗр черкке тултарса парам эпӗ сана: тутлӑ эрех — йӳҫӗк мар.
XXXI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Шлепки айӗнчен йӳҫӗк тар юхса анать, вӑл куҫӗсене лексе, супӑнь кӗнӗ пек чӗпӗтет.Из-под шляпы тек горький пот; попадая в глаза, щипал, как мыло.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Мӗн тума пултарайӑп-ха эпӗ? — йӳҫӗк аптӑравлӑхпа ыйтрӗ вӑл.Он спросил с горестным недоумением: — Что же я могу сделать?
XXII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫак кайӑксен юрпа нӳрелнӗ тӗкӗсем, курӑксене сӗртӗнсе, армутисен тата хура армутин йӳҫӗк шӑршине сараҫҫӗ.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лутра пӳлӗмре тултан кӗрсе ӑшӑннипе нӳрлетнӗ кӗске кӗрӗксен йӳҫӗк ӑшӑ шӑршипе кӗл шӑрши кӗрет.Из низкой комнаты остро пахнуло кислым теплом оттаявших овчинных полушубков и дровяной золой.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Обломов, кулленхи йӑлипе, каҫхине каҫах хӑйӗн чӗри мӗнле тапнине итлерӗ, унтан ӑна аллипе хыпашласа пӑхрӗ, унта ҫирӗплӗх ӳсрӗ-и, тесе тӗрӗслерӗ, юлашкинчен хӑйӗн телейне тишкерсе сӑнама тытӑнчӗ те сасартӑк тумлам йӳҫӗк тӗлне лексе, кӑмӑлне пӑсрӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тем мӑкӑртаткаласа пӑхӑр чӗлӗмне тивертрӗ, хыттӑн паклаттарса ӗмрӗ, йӳҫӗк симӗс тетӗм часах ӑна хупӑрласа хучӗ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
- 1