Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗркелӗхпе (тĕпĕ: йӗркелӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Коллективра йӗркелӗхпе ӗҫлӗх хуҫаланнине кура хуҫалӑхӑн экономики ҫирӗп, — терӗ «Комбайн» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнчи черетлӗ отчетлӑ пуху ӗҫне пӗтӗмлетме хутшӑннӑ муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый.

Куҫарса пулӑш

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Владимир Ильич Ленин, 1905 — 1907 ҫулсенчи революци мӗншӗн ҫӗнтерейменнин сӑлтавӗсене тӗпчесе, шӑпах миллионшар хресченсен айванлӑхӗ, вӗсен патриархаллӑ шухӑш-кӑмӑлӗ, йӗркелӗхпе организацилӗх ҫитменни, хуласенчи рабочисемпе ҫыхӑнманни, унталла-кунталла сулӑнкалани поражени патне илсе пынӑ та, тесе кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

I Петӗр патша никӗсленӗ Раҫҫей прокуратури ҫӗр ҫул ытла «патшалӑхӑн шанӑҫлӑ куҫӗ», обществӑри йӗркелӗхпе саккунлӑха шантаракан тытӑм шутланать.

Российская прокуратура, учрежденная Петром I, на протяжении столетий остаётся надежным «оком государевым», гарантом законности и правопорядка в обществе.

Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/01/12/news-3456361

ЖКХ ӗҫченӗсем пурнӑҫшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ системӑсен кал-кал ӗҫне, ҫурт-йӗре хутса ӑшӑтмалли тапхӑра йӗркеллӗ ирттерессине, хуласемпе поселоксен тирпейлӗхне, урамсенчи, подъездсенчи йӗркелӗхпе тасалӑха, пирӗн килсенчи ӑшӑпа хӑтлӑха тивӗҫтереҫҫӗ.

В круг забот тружеников ЖКХ входит стабильная работа систем жизнеобеспечения, успешное прохождение отопительного сезона, благоустройство городов и поселков, порядок и чистота на улицах и в подъездах, тепло и уют в наших домах.

Халӑха йӑла пулӑшӑвӗ парас ӗҫ тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/03/19/glava-chu ... aet-s-dnem

Анчах ҫулталӑка яхӑн сопкӑсенчен тухман, шутласа кӑларма ҫук йышлӑ, пыйтӑсене тӑрантарнӑ, Зея шывӗ пуҫламӑшӗсенчен тытӑнса, Амур пырӗ патне ҫитиех тайгари пур сукмаксем тӑрӑх та ҫӳренӗ ҫын влаҫсӑрлӑха, тем тусан та наказани паманнине хӑнӑхса ҫитнӗ те, йӗркелӗхпе дисциплинӑран хӑранӑ.

Но человек, около года не вылезавший из сопок, вскормивший несчетное количество вшей, исходивший все таежные тропы от зейских истоков до устья Амура, привык к безвластью и безнаказанности и боялся порядка и дисциплины.

1. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Гитлерӑн: «Хӗл иртсен эпир каллех тапӑнма пуҫлатпӑр» текен воззванийӗ, «Коммунистсен вилӗмӗ ҫитет» тесе ӑнлантарса панӑ статья хыҫҫӑн Недич халӑха раштав ячӗпе ҫапла чӗнсе каланисем пур: «Христос пирӗн хушӑра», «Малашне те лайӑх сербсем пулӑр», «Сербсем, йӗркелӗхпе лӑпкӑлӑха тытса тӑрӑр».

Рядом с лозунгом Гитлера — «Кончится зима — мы снова пойдем в наступление!», под которым стояло «Коммунистов больше не будет», — было помещено рождественское послание Недича к сербскому народу: «Христос среди нас», «Будьте и в дальнейшем хорошими сербами», «Сербы, сохраняйте порядок и спокойствие…»

23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Хӗрарӑмсен ҫак ушкӑнӗ, — ӑна ӑс параканӗ тата ҫул кӑтартаканӗ Марья Ивановна княгиня пулма кирлӗ, — шалти темӗнле йӗркелӗхпе, ансатлӑхпа тата хӳхӗмлӗхпе палӑрса тӑрать, ҫавӑнпа унра маншӑн вӗр-ҫӗннӗн туйӑнакан илӗртӳллӗ уйрӑмлӑх пур.

Этот кружок, которому направление и характер, видимо, давала княгиня Марья Ивановна, имел для меня совершенно новый и привлекательный характер какой-то логичности и вместе с тем простоты и изящества.

XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кулленхи пурнӑҫ тирпейӗшӗн чи кирлӗ услови вӑл — санитари йӗркисене тытса пыни, ҫынсенче йӗркелӗхпе вӑйлӑ аталаннӑ илемлӗх туйӑмӗ пулни.

Одним из основных условий культуры быта является соблюдение санитарных правил, порядок и развитое чувство красоты.

Кулленхи пурнӑҫ тирпейӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ачана мӗн пӗчӗкрен йӗркелӗхпе тасалӑха: апат ҫиме лариччен алӑсене ҫума, ҫывӑрма выртиччен питпе шӑла анчах мар, хӑлхасене, мӑя, урасене ҫума, сӑмса тутрипе усӑ курма, йӗркеллӗ ҫиме хӑнӑхтармалла.

Ребенка сызмальства надо приучать к порядку и чистоте: до еды мыть руки, перед сном мыть не только лицо и зубы, но и уши, шею и ноги, пользоваться носовым платком, прилично кушать и т. д.

Килте хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Шӑп ҫакӑнта ӗнтӗ ҫыннӑн шухӑш хӑвачӗ, тавҫӑрулӑхӗ тата йӗркелӗхпе илемлӗх туйӑмӗ лайӑх палӑрать.

Здесь проявляются вкус, фантазия, изобретательность и такт дарителя.

Парнесем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Йӗркелӗхпе тӗрӗслӗх кунта яланах ытларах.

Здесь всегда больше порядка и точности.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Йӗркелӗхпе дисциплинӑна хӑнӑхас пулать.

Приучаться надо к порядку и дисциплине.

6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Йӗркелӗхпе пӗлӳлӗх ыйтӑвӗсенче, мӗнле калас-ха, тӑм писмен ҫеҫ эсӗ! —

В вопросах приличий и грамотности ты просто пробка! —

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах вӗсем ҫаксене пурне те темӗнле хӑйсене евӗр ӑнланаҫҫӗ: хӑйсене хӑйсем епле тытассине те, килти йӗркелӗхпе тасалӑха та, туйӑмлӑхпа ырлӑха та вӗсем урӑхла ӑнланаҫҫӗ, пурте пӗр пек ӑнланаҫҫӗ, тата пурте пӗр пек ӑнланаҫҫӗ ҫеҫ те мар, ку вӑл пурте темӗнле пӗр пек, ҫапла вара, ҫын хӑйне хӑй епле тытассипе килти типтерлӗх, ырлӑхпа туйӑмлӑх — ҫаксем пурте вӗсен пӗр япала пекех пулса тухать.

Но все это они представляют себе как-то по-своему: и нравственность и комфорт, и чувственность и добро понимают они на особый лад, и все на один лад, и не только все на один лад, но и все это как-то на один лад, так что и нравственность, и комфорт, и добро, и чувственность — все это выходит у них как будто одно и то же.

IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тӗрмене пырса лекнӗ ҫын сталагмит тӑррине катса илнӗ те унӑн хуҫӑкӗ ҫине чул хунӑ, хаклӑ шыв тумламӗсене пуҫтармашкӑн чул ҫине пӗчӗк лапчӑк алтнӑ, ҫав тумламсем сехет маятникӗнни пек салху йӗркелӗхпе кашни ҫирӗм минутра тумласа тӑнӑ.

Узник отломил верхушку сталагмита и на него положил камень, выдолбив в этом камне неглубокую ямку, чтобы собирать драгоценные капли, падавшие через каждые три минуты с тоскливой размеренностью маятника.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Координаци канашлӑвӗ сӳтсе явнӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ тепӗр ыйту — авӑн уйӑхӗнчи Пӗрлехи сасӑлав кунӗнче тата ун умӗн йӗркелӗхпе хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтересси.

Куҫарса пулӑш

Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех