Шырав
Шырав ĕçĕ:
Еркиней йӗтӗм хура ута утланчӗ, Йӗнерлесе касмӑкласа тапранчӗ: Карӑнтарчӗ чӗлпӗре, тапӑрларӗ урипе, Тапса сикрӗ ӑйӑрӗ ҫил ҫунатлӑ юрттипе.
VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Карамышпа ытти мӑрсасем пӑрӑнсан Тукай Яхуте ҫине тепре сиввӗн пӑхса илчӗ те ӑна ним тума пӗлменнипе лач! сурчӗ, вара тепӗр тӗкӗрҫе хӑйӗн Султанне йӗнерлесе тухма хушрӗ.
13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Лавҫӑ Воронока йӗнерлесе пачӗ.
Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.
Пӗр ватӑ лашана йӗнерлесе ҫӳреме пире чармастчӗҫ.
Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.
Ҫапла калаҫса татӑлсан, самант та тӑхтаса тӑмарӗ — ӑйӑрне йӗнерлесе, юланутпа Канаша тухса вӗҫтерчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Лашине йӗнерлесе утланнӑ та вӑл вигвамсем умӗнчен ҫапла кӑшкӑрса иртнӗ:
Бизонсене тӑмалли вырӑн // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Буденный аллине ҫӗклерӗ те шавлакан митинг халӑхне шӑп туса хучӗ, вара хӑй — лашасене мӗнле тӗрӗслемеллине, начар таканланисене мӗнле таканламаллине, мӗнле шӑвармаллине, мӗнле йӗнерлесе утланмаллине тата хӑйсемпе пӗрле мӗскер илсе каймаллине тӗплӗн каласа пачӗ.
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— Апла, Вань Цзя, йӗнерлесе тӑма кирлӗ мар.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Сана йӗнерлесе влаҫа илсен, кунта вара вӑл сана… — терӗ мулкач тир ҫӗлӗклӗ старик, чӗлӗмри табакне алтупанӗ ҫине шаккаса кӑларса.
30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑйне кӑвак мустанга йӗнерлесе панӑ Плутонсӑр пуҫне тата кам та пулин курнине пӗлмесӗр, Кассий Кольхаун прериелле тухса кайнӑ.
LХХХI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
А эсӗ, Плутон, мана часрах мустанга йӗнерлесе пар.
XLIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хӑйӗн лашине хӑвӑрт йӗнерлесе, вӑл ун ҫине сиксе хӑпарса ларчӗ те сиккипе яра пачӗ.
ХLVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Лашасене пӑхакан тарҫӑ Хура лашана йӗнерлесе пачӗ.
Пичче хӑй юланутпа ҫӳрени ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Васкаса лашине йӗнерлесе утланчӗ те, ӑна икӗ аяккинчен те чӗн пушӑпа тиверткелесе, чикӗ енне ыткӑнтарчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл ҫичӗ лашана йӗнерлесе ҫӑварлӑхланӑ та вӗсене хӑваласа килет.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тепӗр ирпе, ултӑ сехет ҫитнӗ ҫӗре, Талькав, Гленарван, Роберт лашисене йӗнерлесе те хунӑ.На следующее утро, в шесть часов, лошади Талькава, Гленарвана и Роберта были уже осёдланы.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӗсене ҫавӑнтах йӗнерлесе утланаҫҫӗ те, йӗркесӗр кӗпӗрленсе тӑракан ҫуран салтаксене тӗрлӗ еннелле сиркелесе, картишне кӗрсе каяҫҫӗ, кунта кавалери отрячӗ пуҫтарӑнать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Старик куҫҫульпе йӑлӑнса тархасланине итлемерӗҫ, хӑйсемех вӗсем пичев пӑявӗсене салтрӗҫ, утсем ҫинчи кутлӑхсемпе хӑмӑтсене хывса, йӑпӑр-япӑр йӗнерлесе хучӗҫ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Эппин, йӗнерлесе пар-ха, кайса пӗлем, кам вӗҫсе килнӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Мишка сехете ҫакрӗ, ҫӗрле, кӑвайт ҫутинче, сухалне хырчӗ, утне йӗнерлесе, килне тухса вӗҫтерчӗ.Надел Мишка часы, ночью, при свете костра побрился, оседлал коня, поскакал.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.