Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗммине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗттӗмленсен амӑшӗ хӑй ытамӗнче ӑшӑнса сӗнк пулнӑ ачана йӑтса илсе ҫӗклерӗ те кравать хӗррине вырттарса кунӗпе тусан тӑрӑх утса ҫӳренӗ урине ӑшӑ шывпа ҫуса ячӗ, пиртен ҫӗленӗ кӗпипе йӗммине хывтарса кравать ҫине вырттарчӗ, унтан ҫӳхе шӑналӑкпа витсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Пӗрерӗшне тытса, йӗммине антарса вӗлтренпе!

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Кил-ха эсӗ, тата, кунтарах! — терӗ те Эльгеев Кольӑпа йӗммине антарса ҫав хӑйӑ ҫыххипех виҫӗ хутчен витӗмлӗ ҫапса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ача пирус тӗпне ывӑтса ячӗ те, анса ларакан йӗммине ҫӳлелле туртса, листовкӑсене ман патӑма пӑрахса хӑварса, таҫта халӑх ушкӑнне чӑмрӗ.

Тут мальчуган отшвырнул окурок и, поддернув сползавшие штаны, нырнул куда-то в толпу, оставив листовки возле меня.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Аялти йӗммине пӑрахиччен тӑхтама унӑн чӑтӑмӗ ҫитеймерӗ, ҫавӑнпа вӑл, сӑхсӑхса илчӗ те, тӗксӗм те ырхан аллисемпе хӑлаҫланкаласа, аялти йӗммипех шыва кӗрсе кайрӗ…

Сбросить порты нехватает у него терпения, и он, перекрестясь, балансируя худыми, темными руками, лезет в портах в воду…

Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех