Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халӗ, питӗ шел те, сирешкел ҫынсене пула ларсах йӗмелли те тупӑнать».
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ӑста ҫырнӑ поэма ҫынсене кулмалли ҫӗрте култарнӑ, йӗмелли ҫӗрте макӑртнӑ, тарӑхмалли вырӑнта тарӑхтарнӑ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Кулӑшли те, йӗмелли те пур унта.
Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Мӗн йӗмелли унта?
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Ан тив, йышӑнман, тиркетӗр пултӑр санӑн юратӑвна тепри, хӑв шутсӑр-шутсӑр юратакан этем (ку вӑл, пӗр те пӗр ӑсласан, ӳкӗнмелли, выртса ӳлесе йӗмелли пӑтӑрмахах та мар) — пурпӗр урӑх ҫын ӗнте эсӗ яланлӑхах; эсӗ — юрататӑн, эсӗ тӳпе анлӑшӗпе вӑй виҫекен кӑйкӑр евӗр ҫӳле-ҫӳле ыткӑнса хӑпарнӑ, эсӗ — чӗрӗ, эсӗ — ынатлӑ, эсӗ — тепӗр ҫын валли тулӑх-тулӑх, чӑп тулли телей хатӗрленӗ…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫак ирсӗр чир, хуласемпе ялсене сарӑлса, питӗ тӑрӑшса пӑхакансен аллисенчен те ҫынсене туртса илнине Вера Павловна пӗлнӗ, — анчах «сан инкекӳшӗн эпӗ айӑплӑ мар, уншӑн, тусӑм, эсӗ те айӑплӑ мар», теме ҫеҫ пӗлни вӑл начар йӑпану; ҫапах та ҫав яланах тӗл пулакан ӗҫсем кашниех Вера Павловнӑна нумай кӳрентернӗ, унтан та ытларах ӑна нумай чӑрмав кӳнӗ: хӑш чухне пулӑшмашкӑн ҫынсем шырамалла пулнӑ; час-часах вара шырама кирлӗ пулман, пулӑшмалла кӑна пулнӑ: ҫынна лӑплантармалла, хаваслантармалла, хӑйӗн тивӗҫне туйма вӗрентмелле, «йӗме чарӑн, — чарӑнсан йӗмелли урӑх нимӗн те юлмӗ», тесе ӑнлантармалла.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
1. Пурин те — хӑйӗн вӑхӑчӗ, ҫӗр ҫинче кашни япаланӑн хӑйӗн вӑхӑчӗ пур: 2. ҫуралмалли вӑхӑт, вилмелли вӑхӑт; акмалли вӑхӑт, кӑкламалли вӑхӑт; 3. вӗлермелли вӑхӑт, сыватмалли вӑхӑт; ҫӗмӗрмелли вӑхӑт, туса лартмалли вӑхӑт; 4. йӗмелли вӑхӑт, кулмалли вӑхӑт; кулянмалли вӑхӑт, ташламалли вӑхӑт; 5. чул сапаламалли вӑхӑт, чул пуҫтармалли вӑхӑт; ыталамалли вӑхӑт, ытамран пӑрӑнмалли вӑхӑт; 6. шырамалли вӑхӑт, ҫухатмалли вӑхӑт; упрамалли вӑхӑт, салатмалли вӑхӑт; 7. ҫурса тӑкмалли вӑхӑт, ҫӗлесе ҫыпӑҫтармалли вӑхӑт; шӑпланмалли вӑхӑт, калаҫмалли вӑхӑт; 8. юратмалли вӑхӑт, кураймасӑр пурӑнмалли вӑхӑт; вӑрҫӑ вӑхӑчӗ, тӑнӑҫлӑх вӑхӑчӗ.
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1