Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пысӑк куҫ йӑлтӑртатӑвӗ ҫын чунне ҫутӑ туйӑм кӗртсе хул-ҫурӑма вӑй хушать.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Каснӑ-лартнӑ Шура сасси пек: йӗс шӑнкӑрав тӗнкӗлтетӗвӗ те, Чӗрхва ҫырминчи кӑвак чулсене шутласа чупакан тӑп-тӑрӑ шыв шӑнкӑртатӑвӗ те, ҫепӗҫ ҫил пӑшӑлтатӑвӗ те, ҫамрӑк хурӑн ҫулҫипе алӑ ҫупса кӑларнӑ чӑштӑртату та, ирхи чечек ҫинчен ӳкекен тумлам-сывлӑмӑн вӑйсӑрлӑхӗпе йӑлтӑртатӑвӗ те пур унта, юрлаканӑн сассинче.
Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.
Шӑтарасла, тӗпчесе, тӗсесе пӑхакан икӗ ҫын куҫӗнчен икӗ витӗм пыра-пыра ҫапать ачана: пӗрре сивӗреххи — директор куҫӗн сивӗлӗхӗ; тепре ӑнланма ҫукки — ҫапах этем ӑшшине палӑртаканни, Аркадий Давыдович куҫӗн тимлӗ те ырӑ йӑлтӑртатӑвӗ.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Куҫсен йӑлтӑртатӑвӗ, ҫурма маскӑсен чее вӑрттӑнлӑхӗ, ушкӑнра ахӑлтатупа тата ҫухӑрашупа кама та пулин тытнӑ май хӑйсен ҫулне кӗленчесемпе сулкалашса уҫса пыракан матроссен отрячӗсем; пукансем ҫинчи ӳсӗр ораторсем, — вӗсене никам та итлемест е чавсапа ӑнсӑртран чыша-чыша ӳкереҫҫӗ; шӑнкӑравсен тӗнкӗлтетӗвӗ, ӑратлӑ урхамахсен атлас пӗркенчӗкӗсем ҫинче ларакан принцессӑсемпе гризеткӑсен кавалькади; алӑксен тӗлӗнчи ҫынсен кӗпӗрленӗвӗ, — унта тӗтрере тилӗрчӗк сӑнсем, чӑмӑртаса тытнӑ алӑсем мӗлтлетеҫҫӗ; чул ҫул ҫинче тӑсӑлса выртакан ӳсӗрсем; килӗсене шиклене-шиклене таврӑнакан кушаксем; ҫепӗҫ сасӑсемпе хӑрӑлти ҫухӑрашу, юрӑсемпе хӗлӗхсем; чуп тӑву сассипе аякри кӑшкӑру хорӗ, — ҫапларах Гель-Гью кӑмӑл-туйӑмӗ ҫак ҫӗрле.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Абдул-бен-Саид, чулсен пӗлӳҫи тата вӗсене юратаканскер, мула ал тупанӗ ҫине типтерлӗн куҫарчӗ, аллине тӑсрӗ те куҫӗсене хӗссе тӗмсӗлчӗ, алмазсен ытарайми таса йӑлтӑртатӑвӗ араба хисеплӗ-сумлӑ шӑплӑха путарчӗ.
XVII. Араб тараватлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Давенант янкӑр ҫутӑ пӳлӗмсене юратать: аптекӑсене, парикмахерскисене, савӑт-сапа лавккисене, — унта нумай-нумай кӗленче те фаянс япаласен ҫутисен йӑлтӑртатӑвӗ вӑл ҫеҫ ӑнланакан уяв курӑмӗсене ӗренкелеҫҫӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тухтарӑн тимлӗ те шухӑшлӑ сӑнӗ — пӗкӗ пек куҫ харшисем, куҫӗсенчи металл йӑлтӑртатӑвӗ, хырнӑ тӑваткал янах айӗ — ҫӑлӑнӑҫ вӑрттӑнлӑхне тӗплӗ упрать тейӗн, анчах нумай укҫа сӗнтӗр кӑна — вара тухтӑрӑн тӑрӑшсах сыхлакан вӑрттӑнлӑхӗ ҫак шӑм-шакран чӗрӗ-сывӑ ӳт туса хураять.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.
Ҫавӑнпа та малтанхи икӗ сыпӑка пайланӑ уйӑхсене тӗп-тӗрӗссӗн шутламӑпӑр; Нерра хӑйӗн таса чунӗн йӑлтӑртатӑвӗ таран ҫунӑ чӳрече умӗнче чарӑнар-ха.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Вӗсем суккӑр ҫеҫ мар, вӗсем ҫутӑ пайӑрки, тӗс, шыв йӑлтӑртатӑвӗ мӗнлереххине пачах та тӗшмӗртмеҫҫӗ.Они были не только слепы, но и не подозревали, что такое свет, лучи, краски, блеск воды.
Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.
Тӗлӗнмеллерех, вичкӗн, ҫиҫӗм йӑлтӑртатӑвӗ пек ҫутӑ аромат мана чӗремрен перӗнчӗ; анчах ҫил хӗвел анӑҫӗнчен пырса ҫатлаттарчӗ — кирдиф тата тимӗр шӑршипе; ҫил ман еннелле хӑйӗн ҫурҫӗр сӑн-питне ҫавӑрчӗ, тӳпери тӗрлӗ тӗслӗ вӑйӑ ҫутинче капмар кӑвак пӑр чӗрӗлӗхӗпе ытамларӗ; юлашкинчен, там-тамӑн уҫӑмсӑр тата мӑран сасси евӗр, хӗвел тухӑҫ ҫил авӑкӗ питӗмрен ыйхӑпа тата пылак ӗнтӗркевпе ӑнтӑлса ҫапӑнчӗ.
Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.
Анни вара пуҫне аллисем ҫине тайса хурать те — тинӗс ҫинчен, пирӗн питех те пысӑк ҫӗрӗн тепӗр енчи тӗлӗнмелле пайӑркасен йӑлтӑртатӑвӗ пирки, вулкансемпе ахах-ӗнчӗ, катмар вӑрмансен хӳттинчи ҫил-тӑвӑлпа ҫапӑҫусем ҫинчен тахҫанах пӗлекен сӑмахсене питӗ тимлӗн итлесе ларать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.
Унӑн кулакан куҫӗсем юлташла ейкеленӳсен хушшинче ирӗклӗн куҫаҫҫӗ; чӗлӗмсен винт евӗрлӗ тӗтӗмӗ, кофе тӗслӗ сӑнсен шӑлӗсен шурӑ йӑлтӑртатӑвӗ, куҫсен чӑпар тӗтри ӑна чун-чӗререн тухакан ӑшӑ тӗл пулӑвӑн сиплӗхлӗ пӗлӗчӗпе ҫавӑрса ытамларӗҫ; ҫапла темиҫе минут хушши; акӑ тинех унтан ҫӑлӑнса тухрӗ те Дюк ытамне лекрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Сарӑ чул, сенкер мӗлке, кивӗ стенасен капӑр ҫурӑкӗсем; тӗмеске пек таҫти картишӗнче чӗлӗмне паклаттарса мӑкӑрлантаракан ҫара уран, никрес этем пысӑк кимӗ юсать; инҫетри юрӑ тата унӑн ахрӑмӗ — ҫырмара; сӑвай ҫинчи, капмар шӑналӑкпа тата капмар сунчӑкпа витнӗ пасар; хӗҫ-пӑшал йӑлтӑртатӑвӗ, капӑр кӗпе, уҫӑмсӑр тунсӑх ҫуратакан чечексемпе йывӑҫ-курӑк шӑрши-техӗмӗ, — юратупа тӗл пулусене кӑтартакан тӗлӗкре тейӗн; гавань — мӑрье тасатуҫӑ ҫамрӑк пек вараланчӑк; парӑссен тӗркемӗ, вӗсен ыйхи тата ҫунатлӑ ир, симӗс шыв, чакӑл тусем, океан инҫӗшӗ; ҫӗрле — ҫӑлтӑрсен магнитла пушарӗ, кулакан сасӑллӑ кимӗсем — акӑ Лисс.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Тӳпен сенкер йӑлтӑртатӑвӗ, пуҫӗ тӑрринче тачӑ та сарлака ҫулҫӑсемпе хупланнӑскер, капӑр, чаплӑ кӑвак тӗнчепе йӗкӗлтет.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Кӑнтӑрла вӑхӑчӗ кӑнтӑрӑн вутлӑ ӳпкин тулли хӑвачӗпе ҫунать; океанӑн ытарайми юмартлӑхӗ, сенкер йӑлтӑртатӑвӗ яхтӑна хупӑрласах хунӑ; улӑпӑн сапаланса выртакан кӗпе-йӗмне аса илтерекен парӑссем усӑннӑ, вӗсен айӗнче матроссен хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ ҫара ҫурӑмӗсем пӗкӗрӗлнӗ; ҫапакан хумсен шурӑ ҫиппипе касса татнӑн — сылтӑмра ҫыранӑн чул хысакӗллӗ сакӑлти ҫӗкленнӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Ассоль тинех куҫӗсене уҫма хӑю ҫитерчӗ те — шлюпка чӳхенӗвӗ, хум йӑлтӑртатӑвӗ, хӑватлӑн ҫаврӑнса ҫывхаракан «Вӑрттӑнлӑх» борчӗ пӗтӗмпех тӗлӗкле туйӑнаҫҫӗ; шывпа ҫутӑ ҫак тӗлӗкре стена ҫинчи хӗвел пайӑркисем евӗр чӳхенсе-ҫаврӑнса выляҫҫӗ.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Акӑ Канаш ҫурчӗ умӗнче тӳрем курӑнса кайрӗ: пуҫсен тӗтре капламӗсем хуплакан океанӗ, хунарсен сарлака йӑлтӑртатӑвӗ.
Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Винтсен юрлавӗ, ҫунатсенчи ҫил шавӗ, ҫинҫе шӑхӑрав, ылтӑн йӑлтӑртатӑвӗ, сывлӑш сенкерлӗхӗнчи тумтир чӑпарлӑхӗ, аялта — парксен йӗпкӗн хӗрлӗ е майра кайӑк тӗслӗ ҫулҫӑлӑхӗ, картлашкаллӑ ҫуртсен хӗвел пайӑркисенче ҫуталакан чӳречисем; пӗтӗмпех — тӗлӗк пек.
Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Анчах уйӑх ҫӳлерех те ҫӳлерех хӑпарать, тӳпере ҫутӑрах та ҫутӑрах ҫутатать, пӗве шывӗн сасӑ-евӗрлӗ тикӗссӗн вӑйланакан чаплӑ йӑлтӑртатӑвӗ уҫӑмлӑрах та уҫӑмлӑрах курӑнма пуҫлать, мӗлкесем хуралнӑҫемӗн хуралаҫҫӗ, ҫутӑ тасалнӑҫемӗн тасалать, ҫаксем ҫине пӑхнӑ ӗ вӗсене итленӗ вӑхӑтра мана темлескер ҫапла калать: хӗрӳллӗн ыталакан ҫара хуллӑ леш хӗр те тулли телейрен питех те аякра-ха, ӑна юратни те тулли ырлӑхран самаях инҫетре; ҫӳлти тулли уйӑх ҫине эпӗ мӗн чухлӗ ытларах пӑхатӑп, чӑн-чӑн илемпе ырлӑх та мана ҫавӑн чухлӗ ҫӳлереххӗн, тасараххӑн, мӗнпур илемпе ырлӑхӑн ҫӑлкуҫӗ патне ҫывхарсах пынӑн туйӑнаҫҫӗ те, ҫырлахса ҫитмен, анчах хумхантаракан савӑнӑҫӑн куҫҫулӗсем куҫӑмсем ҫине юхса тухаҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун чухне маншӑн кирек мӗнле япала та урӑх пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать: ватӑ хурӑнсен, уйӑх ҫутатнӑ енче хӑйсен кӑтра турачӗсене йӑлтӑртаттараканскерсен, тепӗр енче — тӗмсемпе ҫула хӑйсен хура мӗлкисемпе салхуллӑн хупласа хунӑскерсен сӑнарӗсем те, пӗве шывӗн сасӑ евӗрлӗ тикӗссӗн вӑйланакан лӑпкӑ, чаплӑ йӑлтӑртатӑвӗ те, галерея умне илемлӗ мӗлкесем ӳкерекен чечексем ҫинчи сывлӑм тумламӗсем уйӑх ҫутипе йӑлтӑрани те, пӗве леш енче аҫа путене пӗтпӗлтӗклетни те, мӑн ҫул ҫинчи ҫын сасси те, икӗ ватӑ хурӑн пӗрне-пӗри перӗнсе хуллен, илтӗни-илтӗнми чӗриклетни те, вӑрӑмтуна утиял ӑшӗнче хӑлха ҫывӑхӗнчех сӗрлени те, туратсенчен ҫаклана-ҫаклана типӗ ҫулҫӑсем ҫине панулми ӳкни те, хӑш чухне терраса картлашкисем патнех ҫитсе, хӑйсен симӗс ҫурӑмӗсене уйӑх ҫутинче асамлӑн йӑлтӑртаттаракан шапасем сиккелени те, — ҫаксем пурте маншӑн тӗлӗнмелле пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ — ытла та чаплӑ илеме тата вӗҫне тухман темле телее пӗлтерме тытӑнаҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
- 1
- 2