Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑкӑс сăмах пирĕн базăра пур.
йӑкӑс (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуллахи пӗр вырсарникун йӑкӑс, капӑр спорт костюмне тӑхӑнса ятулантӑм та, пӳртре ларса те мӑкланасран, те пӑнтӑхасран, те хытса шултӑркасран тенӗ пек, урама тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ула Тимӗр асӑрхарӗ: Полинапа пӗр класрах, анчах вӑтам вӗреннӗ, усӑк хулпуҫҫиллӗ, вӗшле сӑмсаллӑ, урлӑ хӑлхаллӑ, чавка ҫӑмарти питлӗ, йӑкӑс тумланнӑ янкӑс каччӑ, райпотребсоюз председателӗн ывӑлӗ, Вертихвостов хушаматлӑскер, Полинана тӗлме-тӗл лараканскер, хӗре куҫӗпе ҫакӑнтах салтӑнтарассӑн, лутӑркаса пӑрахассӑн пекех ҫисе ларать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сӗтел хушшинче пурӗ те тӑватӑ ҫын ҫеҫ — йӑкӑс тумланнӑ виҫӗ усламҫӑпа уретник лараҫҫӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ман тӑван атте пулин те, усал ҫын пулнӑ, тӑпри ҫӑмӑл пултӑр! йӑкӑс ҫын, вӗҫкӗн казак пулнӑ…

Хоть он и родной отец, а вредный человек был, царство ему небесное! задатный был человек, форсистый казачок…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех