Шырав
Шырав ĕçĕ:
Малтанхи кунсенче ирӗке вӗреннӗ чӗпӗсем хӑйсене йӑвашраххӑн тытрӗҫ, апат та витӗрех ҫими пулчӗҫ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ан ҫиллен ӗн-тӗ, Мукуҫ мучи, ан вӑрҫ, — айӑпа кӗнӗн, калас тенине йӑвашраххӑн пӗр кӗвӗллӗн тӑстарчӗ-тӑстарчӗ те йӗкӗт, юлашкинчен, старике каллех шалт тӗлӗнтерсе ярса, уҫӑ сассипе кӑлтӑр-р кулса ячӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вук ответлемерӗ, анчах лешӗ, уйӑх ҫутинче унӑн хурлӑхлӑ сӑн-питне курсан, йӑвашраххӑн: — Санӑн темле инкек пулнӑ-им? — терӗ.
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Упана мар, мана хӗрхенес пулать, — тенӗ ӑна хирӗҫ упӑшки хуллен, малтанхинчен йӑвашраххӑн.— Жалеть надо меня, а не медведя, — ответил муж негромко и уже ласковее.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Ӑнлан мана, Анна, — терӗ Макҫӑм йӑвашраххӑн.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Куратӑн, тӑвӑр пурӑнатпӑр, — йӑвашраххӑн каларӗ хальхинче кил хуҫи.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Атарщик алӑка уҫрӗ те, Мишкӑна хирӗҫ ҫурӑмӗпе тӑрса, чӑпӑрккипе сулчӗ, йӑвашраххӑн каласа хучӗ:Открыв дверь и стоя к Мишке спиной, атарщик махнул плетью, уже миролюбиво сказал:
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Малтанхи хӗрӳлӗх кӑштах чакрӗ те, пӗр хушӑ шавласа илнӗ хыҫҫӑн салтаксемпе казаксем йӑвашраххӑн калаҫма тытӑнчӗҫ:Страсти улеглись немного, и, пошумев, солдаты и казаки стали разговаривать мирнее.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Типшӗмрех уҫӑ пичӗ ҫинче кӑвакрах куҫӗсем халь ӗлӗкхи пек мар, чылай йӑвашраххӑн ҫутӑлса тӑраҫҫӗ.На открытом суховатом лице теперь гораздо мягче, чем раньше, светились серые глаза.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Ҫапла, — тавӑрчӗ тусӗ, татах та йӑвашраххӑн кулса.
I // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Шӑпланать, унтан каллех ҫӑматӑ тӑхӑннӑ урисене ҫемҫен пускаласа утса ҫӳреме тытӑнать, пӳрнисемпе ҫан-ҫурӑмне кӑтӑртаттарни, яланхи хӑнӑхупа кӑкрине хыҫкалани илтӗнет, вара каллех уҫӑмсӑр сассипе: — Касса вакламалла! Касса вакламалла!.. — тесе тулашкалать те, ҫавӑнтах йӑвашраххӑн, карланкине уҫӑмсӑррӑн лӑкӑртаттарса, тархаслама тытӑнать:
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1