Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

именчӗ (тĕпĕ: имен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗ-амӑшӗ умӗнче пуҫне ҫӗклеме ҫав тери именчӗ вӑл, ҫӗр айне анса кайма хатӗр пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирее чуптуса та илесшӗнччӗ вӑл, ашшӗпе амӑшӗ умӗнче именчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

«Значӑтцӑ, иксӗмӗрӗн те ывӑлсем начар мар», — тесшӗнччӗ вӑл, анчах полковниксем ҫумӗнче ӗмӗрӗнче тӑрса курманскер именчӗ, калас сӑмахне ҫӑтса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шухӑшламан ҫӗртен Матӗрне пӳлӗмне кӗнипе кӑштах именчӗ, ку та вӑраха пымарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм кумӗсенчен ыйтма та именчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта вара именчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Ку шухӑша Елена Максимовна ырлас ҫуккине туйса именчӗ те.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Малтанах Лена, ихӗлтете — ихӗлтете, ҫакна хирӗҫленҫи турӗ, пуҫне апла-капла пӑркаларӗ, тутине Павӑл тутипе тӗкӗнтертме именчӗ, анчах ку нумая пымарӗ — тахҫантанпах сӑваплӑ вут пек тасан упранса пурӑннӑ туйӑмӗ шалтан вӗҫерӗнсе кайрӗ те (вӗҫертессе кӗтнӗскер!) вӑл савнин ачаш та хӗрӳ юратӑвӗн ытамне «пуҫне ҫухатсах», пӗр «ҫылӑхсӑр» тап-таса чунӗн пӗтӗм хӗрӳлӗхӗпе, виҫесӗр ачашлӑхӗпе ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Амӑшӗ те, килте ӗҫлекен кирлӗ тесе, хӗрне вӗрентесшӗнех пулмарӗ, ӑна шкула яма ҫынсенчен те именчӗ, пачӑшкӑ та, Вознесенский атте: — Хӗрарума хотла вӗрентни — хӑйӑртан вӗрен явни ҫеҫ вӑл, ҫилуха кӗни кӑна, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑйне ачашшӑн, хуллен кӑна сӗртӗнчӗҫ пулин те, студент вӑранчӗ, анчах, умӗнче ҫамрӑк хӗрарӑм тӑнине чунӗпе сиссе, куҫне уҫма именчӗ, ҫывӑранҫи пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мӗн ӗҫпе чӗннине пӗлетӗп те каялла таврӑнатӑп, — арӑмӗ ҫине пӑхма именчӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирхине те ӑшшӑн-ӑшшӑн пӑхкаларӗ хӗр каччӑ ҫине, унпа пӗр-ик сӑмах та пулин калаҫса илме май шырарӗ, анчах кукашшӗпе кукамӑшӗ умӗнче, тарҫӑсем умӗнче ун патне пыма именчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халӑх умӗнче намӑсра юласран именчӗ пулмалла…

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

(Ытла чӑрсӑр-ҫке эсӗ тесшӗнччӗ те вӑл — именчӗ.)

(Он хотел сказать «злой», но сдержался — не посмел.)

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Мӗн ӗҫпе?» — тесшӗнччӗ те Каҫҫан пичче, — чӗнмерӗ: именчӗ.

«Это по какому такому делу?» — хотел было спросить Касьян, по постеснялся.

Палламан ҫын // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пуҫ тайрӗ хӗр, йӑл кулчӗ ӑшшӑн, Кӑштах именчӗ, курӑнать.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Анчах Камышинран ҫавӑн пирки тӗплӗн ыйтса тӑма именчӗ, ялтан тин ҫеҫ килнӗ, коммунист, эртел хупӑннине те пӗлмест, тейӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑйӗн пирки сӑмах хускатма, вӑл именчӗ, секретарь те ӑна ӗҫ парасси пирки пӗрре те шутламан пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эльгеев ҫавӑнтах ӑна хӑйӗн ролӗ ҫинчен, ҫак уйӑхра ҫӳҫ кастарма та, хырӑнма та юраманни ҫинчен каласа парасшӑнччӗ, анчах темшӗн именчӗ тӳрре тухма.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Павлуш та теҫҫӗ, Павӑл текенсем те пур, — именчӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех