Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтӗнкелет (тĕпĕ: илтӗнкеле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хушӑран-хушӑ вӗсене пӑхакан кӗтӳҫӗн сасси те — Сухви сасси илтӗнкелет.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хутран-ситрен хурал сасси, Илтӗнкелет кӑшкӑрни…

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӑрантас ещӗкӗнчен кушак пиклетни, мяуклани самаях илтӗнкелет.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Таҫта машина ҫӗтӗлсе тӑрӑлтатни те илтӗнкелет.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ку сасӑ та пурнӑҫ нӑйкӑшӑвне сирсе, путлантарса, параппан ҫӗнтерӳллӗн тӑнкӑртатнӑ пекех илтӗнкелет.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Урамра вара хурсем шуйхӑнса какаклатни, сысна курӑкне ҫӑтӑрт-ҫӑтӑрт татса ҫиекен сыснасем нӑрхлатни, ача-пӑча ҫуйхашкалани ҫеҫ илтӗнкелет.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Урамсенче халӑх чӑпаррӑн, кӑткӑ пек хӗвӗшет, сайрара ҫӑмӑл машинӑсем пипиклени те илтӗнкелет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Чӑнах, таҫта сылтӑм енче, катара-катара, сасӑ — ҫын сасси! — уҫӑмсӑррӑн илтӗнкелет:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫул урлӑ леш енчен, таҫтан катаран-катаран, ҫӑвӑр хурт сӗрленӗ евӗр, ӗҫлекен техника шӑв-шавӗ, вакунсем кӗмсӗртеткелени илтӗнкелет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ахаль те ялан ҫаратаҫҫӗ, хурах пусни те илтӗнкелет.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унта килти выльӑхсем ҫеҫ мар, тепӗр чухне, кӗрхи тӗттӗм каҫсенче, пӑшисем вилес умӗн чун хавалӗпе кӑшкӑрни те илтӗнкелет.

Порой осенними темными ночами оттуда доносятся душераздирающие предсмертные крики домашних животных и лосей, ставших жертвами хищных зверей.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Калаҫса татӑлнӑ пекех, икӗ ялӗ те утӑ ҫулма пӗр кунхине тухнӑ, ӗҫлессе те пӗр вырӑнтах ӗҫлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та икӗ ял ҫыннисем ҫырма урлӑ пӗр-пӗрне чӗнни те илтӗнкелет.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сайра хутра унтан-кунтан йытӑ вӗрни кӑна илтӗнкелет.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Унӑн ҫепӗҫ сасси вырӑссен пек янравлӑ мар, тутарсен пек урмӑш-хытӑ та мар, вӑрман кайӑкӗ чӗриклетнӗ пек ҫеҫ илтӗнкелет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сайра хутра ҫеҫ икӗ ҫамрӑк ача хуллен ҫыран хӗрринче калаҫса ларни илтӗнкелет:

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр балалайка пӑнтӑртатни кӑна хӑш чухне илтӗнкелет кайри пӳртре.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр сас-чӗв те ҫук, йытӑ вӗрни кӑна аякран илтӗнкелет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Час-часах тухтӑр пӳлӗмӗнчен кӑшкӑрни, ача макӑрни, тухтӑрӑн хаяр сасси илтӗнкелет:

То и дело из комнатки слышались пронзительные вопли, детский плач или сердитые возгласы доктора:

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Хутран-ситрен карап ҫине таврӑнакан ӳсӗр матрос юрлани илтӗнкелет.

Иногда доносилась песня пьяного матроса, возвращающегося на корабль.

I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Вӑхӑт-вӑхӑтпа йывӑр аманнисем асаплӑн ахлатни илтӗнкелет.

Время от времени какой-нибудь раненый хрипло и протяжно стонал.

8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех