Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтменҫи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Павӑлпа Вук тӗттӗмерех, сӗтел ҫинче ларакан лампӑран аяккарах ларчӗҫ, калаҫӑва илтменҫи пулчӗҫ.

Павле и Вук сели в тени, подальше от лампы, стоявшей на краю стола, показывая всем своим видом, что не слушают их разговора.

38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ӳсӗрӗлсе кайма ӗлкӗрнӗ Кыркалов унӑн сӑмахне илтменҫи пулчӗ.

Но успевший уже опьянеть Кыркалов как будто не слыхал этого тоста.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Лузгин тӗксӗмленчӗ, йывӑррӑн мӑшлатса сывлама пуҫларӗ, анчах Дымшаков мӗн ҫинчен каланине илтменҫи турӗ, Мрыхин ҫине пӑхса илсе систерчӗ те, лешӗ, вӑранса кайнӑ пек, графина кӗленче пӑккипе шаккама пуҫларӗ, вӑрӑм аллисене сулса ячӗ.

Лузгин нахмурился, тяжело засопел, но сделал вид, что не расслышал, о чем говорит Дымшаков, дал знак Мрыхину, и тот словно очнулся, застучал стеклянной пробкой по графину, замихал длинными руками.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ирина, ҫумӑр кӗрленипе ун сассине илтменҫи пулса, хирӗҫ ним те чӗнмерӗ.

Ирина не ответила, точно за шумом дождя не слышала его голоса.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех