Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

дипломне (тĕпĕ: диплом) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пединститут пӗтерсен, учитель дипломне илнӗ Нина хӑйне ӗҫлеме янӑ яла август уйӑхӗнче, вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен икӗ эрне маларах, ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

III степень лауреат ятне «Эстрада юрри» номинацире диплом тата О. Федоровапа С. Иванова дуэт хутшӑнакансен дипломне тивӗҫлӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

III степеньлӗ лауреат дипломне тивӗҫ пулнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... ln-3797564

Вӑл Шупашкарти Раҫҫейри патшалӑх социаллӑ университечӗн студенчӗ пулса тӑрать, 2008-2014 ҫулсенче куҫӑмсӑр майпа вӗренсе социаллӑ ӗҫчен дипломне алла илет.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ӗҫре ҫынна ӑнланма пӗлни кирлӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/piren-ecre-cyinna ... kirle.html

Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Магнитогорскри профтехучилищине вӗренме кӗтӗм те, виҫҫӗмӗш разрядри столяр-платник дипломне илсе, питӗ лайӑх вӗренсе тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Чикӗри служба пиҫӗхнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... hn-3794856

1917 ҫулта Хусан университечӗн медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, тухтӑр дипломне илнӗ.

В 1917 году окончил медицинский факультет Казанского университета, получил диплом врача.

Боцманов Михаил Васильевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

1977 ҫулта Пӗтӗм Союзри пӗрремӗш фестивальте пирӗн хор Мускавра, Кремльти съездсен керменӗнче фестиваль лауреачӗн дипломне, пысӑк тата пӗчӗк ылтӑн медальсене, парнесене тивӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Лаш Таяпари В.В. Андреев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 9 класс пӗтерсен 2011 ҫулта Шупашкарти 19-мӗш номерлӗ профессипе техника училищине вӗренме кӗнӗ — сварщик дипломне алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр ячӗпе // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... f%d0%b5-2/

Аслӑ ывӑлӗ Вавил, Уралти политехника институчӗн дипломне илнӗ хыҫҫӑн, палӑртнӑ хулана ӗҫе тухса кайиччен икӗ-виҫӗ эрнелӗхе киле килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Мана трестран сирӗн пата ӗҫлеме ячӗҫ, — тесе стройка пуҫлӑхӗ ячӗпе ҫырнӑ хута тата дипломне сумкӑран кӑларса тӗп инженера тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӗр кӳренчӗ, хӑй ют маррине ӗнентерме тӑрӑшрӗ, дипломне кӑларса кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑрнар муниципаллӑ округӗн Дипломне илме ертӳҫӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри сцена ҫине хӑпарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Виҫӗ ҫул хушшинче вӑл ҫамрӑк агроном дипломне алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуҫалӑха чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ертсе пынӑ // Валерий ДОЛГОВ. http://kanashen.ru/2023/07/21/%d1%85%d1% ... 8b%d0%bda/

Дипломне пуринпе танах илчӗ, анчах — куран! — яла кайман намӑссӑр, специальноҫӗ ҫине сурнӑ та «хӑна ҫуртне» килсе ларайнӑ!..

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Казахстанра Инесса тимленипе Петр Васильевич институт пӗтерсе механик дипломне илме пултарнӑ, ҫавна май вӑл Сельхозтехника уйрӑмӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Алла зоотехник дипломне илнӗ хыҫҫӑн Моляковӑн хамӑр республикӑри пӗр колхоза ӗҫлеме кайма май пурччӗ, анчах вӑл: «Маншӑн халь хамӑн пуҫа кирек ӑҫта кайса чиксен те пурпӗрех», — тесе шутлаканскер инҫетри Ҫӗпӗре тухса вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Вӑтӑр ытла коллектив хушшинче Тӳскелӗнчи нумай функциллӗ культура центрӗ ҫумӗнчи «Тускил» (ертӳҫи Иван Шурбин) ушкӑн «Чӗн йӗвен» юрӑпа I степень лауреат Дипломне ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал — пӗрремӗш // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%baac%d0 ... bce%d1%88/

Апла пулсан, наукӑсен кандидачӗн дипломне илнӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

1955–1960 ҫулсенче Хусанти Н.Э.Бауман ячӗллӗ ветеринари институтӗнче вӗренсе аслӑ пӗлӳллӗ тухтӑр дипломне алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ учителе манмастпӑр // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10676-kh ... manmastp-r

Пурнӑҫ условийӗсем питӗ йывӑр, ҫиме ҫӑкӑр ҫитмен пулсан та вӗренӗве ӑнӑҫлӑ вӗҫлесе 1946 ҫулта ветеринари фельдшерӗн дипломне алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ учителе манмастпӑр // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10676-kh ... manmastp-r

Волгоград облаҫӗнче иртнӗ «За Родину, Родина — мать» фестивальте те ушкӑн II степеньлӗ лауреат Дипломне тивӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Куракансене юрӑ-ташӑпа савӑнтарать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех