Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗретме (тĕпĕ: вӗрет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, тарса, кухньӑна кӗчӗ, чей вӗретме лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Ирех, ҫумӑр витӗрех, тухса кайрӗҫ вӗсем, — тет анне, ухнӑ кӗписене хурана вӗретме ярса.

Куҫарса пулӑш

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Хӑйсем майӗпен туя хатӗрленме пуҫларӗҫ, сӑра вӗретме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Хӑвах пӗлетӗн, чирленӗ эпӗ, вӑхӑт тупаймарӑм вӗретме, тата кам ӗҫӗ ӑна? — Ӳкӗнӳллӗн каларӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хунямӑшӗ чупса ҫитрӗ, хуран айне чӗртсе, шыв вӗретме лартрӗ…

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗррехинче Мишша тете мана ҫывӑх ҫӑлкуҫӗнчен шыв ӑсса килсе чей вӗретме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

— Илепер курӑкӗ чей вӗретме аван.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗретме кӗртмелле те 30 минута яхӑн пӗҫермелле.

Довести до кипения и варить примерно 30 минут.

Хӗлле какайпа пӗрле ҫимелли пикантлӑ ҫырткаламалли! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/apach-tatl-p ... li-3418066

— Таранов газ чӗртрӗ, кастрюльпе — сӗт, чейникпе шыв вӗретме лартрӗ, хӑй хӑна еннелле пӑхкаларӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ачасем часах таврӑнса кӑвайт чӗртсе ячӗҫ, чей вӗретме чейниксем ҫакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ольга, чей вӗретме хатӗрле-ха.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Сӑра вӗретме авӑртса хунӑ салачӗ пур.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

— Атте, чей вӗретме ма ҫав териех васкатӑн?

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Шывне вӗретме ӗлкӗрӗпӗр-ха.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хваттере кӗтӗмӗр те апат пӗҫерсе пама тата чей вӗретме хушрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Екатерина Алексеевна кухньӑна чей вӗретме тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Икӗ хутлӑ чул ҫуртӑн подвалӗнче тимӗр кӑмака тӗтӗм кӑларса ҫунать, ун ҫине шыв вӗретме пысӑк чейник лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш хӑй те, пултарнӑ таран, пулӑшнӑ: хӑма татма, савалама, урай сӑрлама, йӗтӗн ҫӑвӗ вӗретме.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӑп чей вӗретме вӑхӑт ҫитнӗ чух кӑмрӑк сутакан мӗскӗн ҫармӑс хӑйӗн ик кустӑрмаллӑ урапипе чул сарнӑ урампа тӑкӑртаттарса иртсе каять.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вара кайри пӳрте чей вӗретме тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех