Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗрентерех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
…Халь Таранов, автобусра ларса пыраканскер, амӑшӗ тахҫан-тахҫан вӗрентерех каланине аса илчӗ те пуҫне хурлӑхлӑн пӑркаларӗ: «Ах, анне, анне!

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Алиментшӑн тепӗр чух хӗрарӑмӗ хӑй айӑплӑ пулакан, ку — пӗрре, иккӗмӗшӗ вара — акӑ мӗн: ҫамрӑк чухнехи йӑнӑшшӑн кирек мӗнле ҫынна та ӗмӗрӗпех куҫран тӗкмелле мар, — вӗрентерех каларӗ Паланов.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Чи кӑра характерлӑ хӗрарӑмсем те ун ҫине нумай вӑхӑт хушши ҫиленсе ҫӳреме пултарайман, вӑл хӑтӑрарах, вӗрентерех каланӑ чух шӑрт-март тукаласа илнӗ, ҫавӑнтах, килӗшӳ ыйтнӑ пек, юрӗ-ҫке, Ятман, эс каланӑ пекех тӑвӑпӑр, — тесе каласа хунӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Курӑнать пулсан, яланах лайӑх, — каллех вӗрентерех каларӗ Давыдов, вара, калаҫура суя сӑмах сисӗннине туйса, каллех йӑл кулчӗ.

— Ну, когда видно, оно всегда лучше, — снова несколько назидательным тоном заметил Давыдов и опять улыбнулся, уловив фальшивинку в этом разговоре.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех