Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑтантарать (тĕпĕ: вӑтантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрӗн илемӗ ҫине нумайччен пӑхма та шиклентерет, вӑтантарать.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Алюнов хӑйшӗн тӑрӑшни, ҫунса ҫӳрени ӑна вӑтантарать те, савӑнтарать те.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрсен шӳтне ӑнланать Тамара, хӑй те вӑл малтанхи пек юлташӗсенчен ютшӑнса ҫӳремест, ҫавах ӑна Василий Петрович ҫинчен сӑмах пуҫарни ҫав тери вӑтантарать.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Апата лармассерен арӑмӗ укҫа ҫинчен сӑмах пуҫарни Лавра тӳсме ҫук кӳрӗнтерет, вӑтантарать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кӗрсе калаҫса ларас килет Захар мучипе, анчах тем вӑтантарать Парамуна.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Борис ҫук чух ӑш вӑркать, вӑл пур чух вӑтантарать, ӑшра савӑнӑҫпа телей ҫуралать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Учитель урокне пӗтернӗ-пӗтермен эпӗ пӳлӗмрен тухатӑп: мана пиччепе иксӗмӗр ҫеҫ тӑрса юласси хӑратать, вӑтантарать те, намӑслантарать те.

Как только учитель кончал класс, я выходил из комнаты: мне страшно, неловко и совестно было оставаться одному с братом.

V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫав тери хавас вӑл пиччӗшне курнипе, ӑна вӑл герой тесе шутлать, ҫавӑнпа ун ҫине хисеплесе, савӑнса пӑхать, анчах хӑш-пӗр енӗпе илсен, уйрӑммӑнах светри образовани тӗлӗшпе илсен, тӗрӗссипе каласан, ун пек образовани ун хӑйӗн те пулман, пиччӗшне вӑл хӑйӗнчен кайра тӑракан ҫын вырӑнне хурать, пиччӗшӗ французла калаҫма пултарсах кайманни, чаплӑ обществӑра хӑйне хӑй тыткалама, ташлама т. ыт. пӗлсех кайманни ӑна кӑштах вӑтантарать, ҫавӑнпа вӑл ун ҫине ҫӳлтен пӑхать, май пулсан, ку тӗлӗшпе ӑна вӗрентме ӗмӗтленет.

Он чрезвычайно рад был брату, с уважением и гордостью смотрел на него, воображая его героем; но в некоторых отношениях, именно в рассуждении вообще светского образования, которого, по правде сказать, он и сам не имел, умения говорить по-французски, быть в обществе важных людей, танцевать и т. д., — он немножко стыдился за него, смотрел свысока и даже хотел образовать его.

6 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Ытти чухне вӑл хӑй амӑшӗпе нимӗн пытармасӑрах калаҫать, кун пирки вара ӑна тем вӑтантарать, анчах калаҫмасан та юрамасть тесе шухӑшларӗ вӑл паян.

В другие разы она ничего не таила от матери, а сейчас ее что-то смущало, но и не сказать она тоже не могла.

XV. Чун патӗнчи сӑмахсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ӑна Инсаровӑн лӑпкӑлӑхӗ те вӑтантарать: унран пурне те каласа кӑтартма ыйтма хӑйӗн нимӗнле тивӗҫлӗх те ҫук пек туйӑнать Еленӑна, вӑл вара кӗтме шутлать.

Самое спокойствие Инсарова ее смущало: ей казалось, что она не имеет права заставить его высказываться, и она решалась ждать.

XIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫавӑн ҫинчен шухӑшлани кӑна манӑн кӑмӑла тултарать те вӑтантарать, ҫапла… вӑтанни вӑл… вӑтанни хам сахал пӗлнине ӑнланса тӑнинчен килет.

Одна мысль о подобной деятельности наполняет меня радостью и смущением, да… смущением, которого… которое происходит от сознания моих малых сил.

IV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Анчах ҫак пӗчӗк ӗҫ манӑн куҫ умӗнчен татӑлмасть, мана вӑтантарать, лайӑхрах пулма хушать; вӑл мана тӗреклетет, манӑн шанӑҫа ҫирӗплетет.

И только маленькое это происшествие так и стоит перед моими глазами, иногда приобретая особую отчетливость, и стыдит меня, и призывает к обновлению; оно укрепляет мое мужество и усиливает мою надежду.

Пӗр пӗчӗк ӗҫ // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 13–16 стр.

Вӑл пӑхни хӗре вӑтантарать ахӑр.

Взгляд его, видимо, смущал девку.

XIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Пӗтӗм элек ҫӑмхи ҫакӑнта сӳтӗлет, элеклӗ сӑмах ҫуртран ҫурта ҫитсе ҫылӑхлӑ халӑха та вӑтантарать; кунта хӗр ҫураҫаҫҫӗ, юмӑҫ пӑхтараҫҫӗ, пулас туйсене пӑсаҫҫӗ.

Это была колыбель всех сплетен, что носились из дома в дом, смущая грешных мирян; здесь предсказывались и подготовлялись помолвки, расстраивались свадьбы.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӑшра хӗрӳлӗх пуррине е шухӑш вӑйлӑланнине кӑтартни мар-ха ку: куҫа йӑмӑхтариччен ҫутатать те, ҫапах та сиввӗн пӑхать, яка хурҫӑ ҫути евӗрлӗ вӑл, нумайччен те пӑхса тӑмасть хӑй, анчах тинкерсе, йывӑррӑн пӑхса илет те именмесӗр каланӑ сӑмах намӑслантарнӑ пек вӑтантарать, нимӗн туйӑмсӑр лӑпкӑ кӑмӑлпа пӑхмасан, ӑна чӑрсӑр пӑхать теме те пулать.

То не было отражение жара душевного или играющего воображения: то был блеск, подобный блеску гладкой стали, ослепительный, но холодный; взгляд его — непродолжительный, но проницательный и тяжелый, оставлял по себе неприятное впечатление нескромного вопроса и мог бы казаться дерзким, если б не был столь равнодушно спокоен.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех