Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, Левентейӗн сӑмахӗсене ӑнсӑртран ҫеҫ илтнӗскер, айӑплӑ ҫын пек хӗрелсе кайрӗ, тӗпелелле иртме вӑтана евӗр, алӑк патӗнче туйипе уйрӑмӑнах нумай кӑштӑртатрӗ.
XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑтана пуҫларӑм.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫынни калать: «Кашкӑр, епле эсӗ пӗртте вӑтана пӗлместӗн?
Кашкӑрпа ҫын // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Вӑл, итлекенсен кӑмӑлне хӑпартас тесе, юри нимӗн каламан, анчах вӑл ҫав тери ӑста каланӑ пирки нӑйкӑшма тытӑннисем хӑйсенчен хӑйсем вӑтана пуҫланӑ.
Командир боецсемпе сывпуллашать // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Намӑссӑр-ҫке вӑл, вӑтана пӗлмест…
XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Мӗнле каламаллаччӗ-ши тесе тӑрӑшса, вӑл куҫне мӑч-мӑч хупкаласа илчӗ, сӑмах калам тесе, ҫӑварне те карчӗ, ҫапах нимӗн те каламарӗ, вӑтана пуҫларӗ.
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
- 1