Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ватас (тĕпĕ: ват) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Камӑн пуҫ ватас килет?

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Йывӑр мӑлатук ӳкет хӑватлӑн, Пӗтӗм хурлӑха ҫапса ватас пек…

Тяжкий молот падает с размаху, Кажется, что пол сейчас провалит…

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тарӑхнипе эп ӑна Альдоннӑна ватнӑ пекех ватас тенӗччӗ те, пысӑк та хитре куҫӗсене курсан ҫемҫелтӗм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Хветут, урайне ӳксе шӑмшака ватас марччӗ тесе, икӗ аллипе те сӗтелтен ярса тытрӗ — усси пулмарӗ: кивӗ сӗтел урисем тайӑлса кайрӗҫ те, малтан ун ҫинчен виҫӗ четвӗрт шуса анса пӗр-пӗрин ҫине пулса арканчӗҫ, каярах Хветутпа карчӑкӗ те кӗленче ванчӑкӗсемпе сӑмакун кӳлли ҫине лаплатса ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Каять, — терӗ пичче, малалла каласа, — кунла ӗҫлекенсем тата ҫапла кӑшкӑраҫҫӗ: «Эпир сӑвапшӑн ӗҫлемен, парӑр пире укҫа. Чирӗкӗ те пире кирлӗ мар, пӗттӗр вӑл, ватас, ҫӗмӗрес ӑна!» — теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӗр те пӗр хут ватнӑ алӑка ма ҫӗр те иккӗмӗш хут ватас мар?

Что ж, коль эту дверь разбивали сто один раз, почему не выбить ее и в сто второй?

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун умӗнче, ак, ҫул юппи: «Е пуласса шӑпам тӑрлатӑр, Апла пулсан, ан варалатӑр Чуна ҫак пурнӑҫӑн ҫӳппи; Е кив йӑласене халь хирӗҫ Тӑрас та йӗркине ватас?

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хурах, вӗлерекен — ватас!

Куҫарса пулӑш

VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Куҫ шатрисене сӑтӑрса ватас умӗн клиникӑра кокаин шӗвекӗ тумлатса туйми тӑватчӗҫ, кунта — ҫӑл шывӗпе шӑнтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ку шухӑшсемпе тек пуҫа ватас мар тесе, Павӑл часрах аппӑшӗ патне кайса килме шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хапхине ватас! — шавлама тытӑнчӗ халӑх.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫири тумтирсене ватас мар тесе, тиевҫӗсем ӗҫ тумтирӗ тӑхӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Стэнли хӑйне хӑй самаях хисеплет, ҫавӑнпа та тӗлӗнмелле пакет пирки уйланса пуҫне ватас мар терӗ.

Стэнли был самолюбив и поэтому не стал более размышлять о странном пакете.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Анчах ҫакнашкал илемлӗ кун ҫав путсӗр пирки пуҫ ватас килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав этем кӗтӗвӗ тискеррӗн савӑннине курсан, манӑн вӗсем ҫинелле тапса сиксе, лапӑрчӑк пуҫӗсенчен пуленкепе ватас килсе карӗ.

Эта дикая радость стада людей возбуждала у меня желание броситься на них и колотить по грязным башкам поленом.

VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Пӑра ватас, хӑйне питрен пӗр ҫупанкӑ шывпа сирпӗтес, ӑш хыпман пулсан та, шыв ӗҫес килсе кайрӗ унӑн.

И хотя он не чувствовал жажды, ему захотелось разбить лед, зачерпнуть горстью воду, плеснуть себе в лицо и напиться.

20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ма-ха ман вӗсене мӗнле упраса хӑварасси, ҫитменнине тата, ҫӗннисем хушшине еплерех «ҫырса» кӗртесси ҫинчен шухӑшласа пуҫа ватас?

Зачем я буду голову ломать, как его сохранить да еще и вписать?

18 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Пит-куҫа приборсем ҫине ҫапӑнса ватас мар тесе, алла картуз сӑмсинчен ярса тытрӑм, кӗҫех ҫӑп-ҫӑра ларакан хырсен тӑррине ҫитсе ҫапӑнтӑмӑр.

Я упёрся рукой в козырёк, чтобы не разбить лицо о приборы, и мы врезаемся в верхушки густых сосен.

Кам вӑл Серёга? // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ҫӗмӗрме йывӑр та пулмасть, труба тухнӑ хыҫҫӑн шӑтӑка хӑй тӗллӗнех хупакан клапӑна ватас мар тесен, тӗрӗс шутласа ҫӗмӗрес пулать…

Взорвать совсем не трудно, только нужно рассчитать, чтобы не повредить клапан, который автоматически запирает отверстие, когда выходит из него труба…

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Ах, тупата-а! — шӑлне ҫыртса ватас пек хӗсрӗ Кукуҫ.

Ах тубада! — Кукусь возмущался так искренне, что впору было поверить.

XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех