Шырав
Шырав ĕçĕ:
васкаманскер (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Кушак питне ҫусан, хӑна килет», теҫҫӗ ваттисем Эпӗ хам ватӑлма пит васкаманскер, кӑшт урӑхларах каласшӑн: «Кушак кашта ҫине ларсан, ҫемьере хирӗҫӳ пулать», тесшӗн.
Кушак кашта ҫине ларсан // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 9–11 с.
«Уйӑп» йывӑҫ хӑна ҫуртне ҫаксем вырнаҫрӗҫ: пиччӗшӗпе шӑллӗ Джонпа Сесиль Мастакарсем — целлюлоид фирмин агенчӗсем; Доггерта ӗҫ тупнӑ Фаурфдоль тухтӑр — ниҫта та васкаманскер; хӑравҫӑ куҫлӑ, ҫилленчӗк сӑнлӑ ӳсӗр джентльмен; лаптак ҫан-ҫурӑмлӑ, хӑйне ҫирӗп шанакан, пӗччен пурӑнакан, пурин ҫине те мӑн кӑмӑллӑн пӑхакан хӗр; тата — вун улттӑсенчи, пысӑк куҫлӑ чӗмсӗр хӗрӗпе пӗрле Маненгейм инженер.
Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.
Чередников пичче вара, эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, ватӑ, пысӑк та курпунтарах ҫын, васкаманскер.А дядя Чередников, как вы знаете, был уже в годах, высок, сутул, медлителен.
Разведчиксем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 46–54 с.
Салтак пӑтти ас тивме васкаманскер килте вӑхӑта ахаль ирттермен: Мускав облаҫӗнче тар тӑкнӑ.
Ҫартан тарса суд тенкелӗ ҫине лекнӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11771.html
Страницăсем:
- 1