Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вагона (тĕпĕ: вагон) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла майпа грузовик хӗрри ҫине хунӑ пӗренесем тӑрӑх йывӑр пичкесене йӑвалантарса хӑпартса грузовик ҫине тиеҫҫӗ; ҫавӑн пекех тайлӑк хунӑ хӑмасем тӑрӑх вагона йывӑр япаласене йӑвалантарса е туртса хӑпартса тиеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ансат механизмсем ҫинчи вӑйсен равновесийӗн условийӗсем тата вӑл механизмсем ҫинчи ӗҫсен законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

7. Вагона алӑпа тӗксе вырӑнтан куҫармалла пулсан, вагона корпусӗнчен тӗртсен е урапин ҫӳлти пайӗнчен тӗртсен ҫӑмӑлрах?

Куҫарса пулӑш

3. Вӑй моменчӗ ҫинчен ӑнлантарни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Ҫапла, акӑ, пушӑ вагонпа тиенӗ вагон пӗр пек хӑвӑртлӑхпах касса пыраҫҫӗ пулсан та, пушӑ вагона чарма тиенӗ вагона чарассинчен ҫӑмӑлтарах.

Куҫарса пулӑш

2. Ньютонӑн движени законӗсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Паровоз рельссем ҫинче тӑракан пушӑ вагона тата тиенӗ вагона пӗр пек вӑйпах тӗртсе ярсан, вӑл вагонсем тӗрлӗ инҫӗше куҫса каяҫҫӗ, урӑхла каласан, паровоз вӗсене тӗрлӗ пуҫламӗш хӑвӑртлӑх парать.

Куҫарса пулӑш

2. Ньютонӑн движени законӗсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Хӗрарӑм вагона кӗрсе вырнаҫрӗ кӑна — пуйӑс хускалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

— Пуйӑс тапраниччен пурпӗр вагона кӗрейместӗр эсир.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Анне пымасть-и?.. — куҫран тилмӗрсе пӑхса ыйтрӗ вӑл, хӑйне вагона илсе кӗнӗ чухне.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Аслисемпе калаҫса татӑлса, тӑлӑха юлнӑ хӗрачана хамӑр вагона илтӗм.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вагона ларсан-ха Ҫемон Миколая темиҫе хутчен асӑнчӗ, вӑрҫӑ хирӗнче вилмен, тет, вӑл.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ресторанлӑ вагона куҫнӑ чухне Хӗлип барона поезд айне тӗксе хӑварчӗ те хӑй сиксе юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нумай шухӑшласа тӑмасӑр вагона улӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Епле те пулин вагона кӗрсе ларасчӗ тесе «артистсем» чи вӗҫӗнчи вагон патне чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вагона комендант кӗчӗ.

Вошел комендант.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ку каҫхине вагона Носовича тата Ковалевские доклад туса пама чӗннӗ пулнӑ.

Этой ночью в вагон были вызваны Носович и Kовалевский для доклада.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӗсем ҫапла пӗр-пӗринпе калаҫса ларнӑ ҫӗре, вагона, ансӑр алӑкран винтовкипе хирӗнкелесе, Володька шахтер кӗрсе тӑчӗ, — хӑйӗн кӗпи-йӗмӗ ҫӗтӗлсе пӗтнӗ, саплӑк лартма та май ҫук…

Так они сидели и рассуждали; в вагон, застревая винтовкой в узких дверях, вскочил Володька-шахтер, — штаны и рубаха на нем были одни дыры, некуда класть заплат…

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Чи кайри вагона Лукашпа Коля Руднев пырса кӗреҫҫӗ.

В задний вагон влезли Лукаш и Коля Руднев.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вагона ҫавӑрса илнӗ, Коммунистически бригада ӑна тӗллесех тӑрать… — терӗ вӑл.

Вагон окружен, вагон под прицелом Коммунистической бригады…

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йӗркесем тӑрӑх сире пурсӑра та вагона хуса кӗртсе артиллери вучӗпе ним хӑварми аркатса тӑкмалла.

По военному времени должен загнать всех вас в вагон и вчистую кончить артиллерийским огнем.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Унтан вӑрӑм сӗтел ларакан вагона кӗчӗ.

И вошел в вагон, где стоял длинный стол.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех