Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

брассене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Команда пӗр мачтӑран теприн патне куҫа-куҫа фалсемпе брассене туртать-сӗтӗрет.

Команда тянула фалы и брасы, переходя от мачты к мачте.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ халӗ касӑлса виҫҫе пайланнӑ: пӗр пай картинӑна тишкерет, — унта колоннӑсен умӗнчи кӗл чечексен хушшинчи, тинӗс инҫетӗн тӗтрелӗхӗнчи туникӑллӑ чиперккесен ушкӑнне сӑнланӑ; тепӗр пай ҫак ӳкерчӗкре мана хама курать, — эпӗ капитан тумӗпе, чиперккесене кӑшкӑратӑп: «Сулахай галс! Грота, рифсемпе брассене туртмалла!»; виҫҫӗмӗшӗ вара — хӑлхана ҫакӑн валлиех туса яман-и-ха — калаҫӑва тӑнлать.

Я был рассечен натрое: одна часть смотрела картину, изображавшую рой красавиц в туниках у колонн, среди роз, на фоне морской дали, другая часть видела самого себя на этой картине, в полной капитанской форме, орущего красавицам: «Левый галс! Подтянуть грот, рифы и брассы!» — а третья, по естественному устройству уха, слушала разговор.

XIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпӗ каллех хулпуҫҫисене хускаткаларӑм, мӗншӗн тесен эпӗ йытӑлла кӑна ишме пӗлетӗп, ытти тем те пӗр брассене, крольсене пӗлмен: тахҫанах вӗренес теттӗмччӗ, кашни ҫулах тепӗр ҫуллана хӑварса пынӑ.

Я опять неопределенно пожал плечами, потому что умел плавать только по-собачьи, а всякие там брассы и кроли еще не изучил: давно собирался, да все откладывал из года в год.

Белогорка шывӗ хӗрринче // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

— Том, брассене парӑр! — кӑшкӑрчӗ вӑл.

— Том, отдайте брасы! — крикнул он.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Шкотсемпе брассене!

Шкоты и брасы!

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех